АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мускавра суйлава пĕтĕмлетнĕ

24 сентября 2014 г.

 Авăн уйăхĕн 14-15-мĕшĕсенче Мускавра "Раççей регионĕсем" медиафорум ĕçленĕ. Унта Мускаври тата регионсенчи информацин йышлă хатĕрĕсен репортерĕсем хутшăннă.

Халăхсен хушшинчи суту-илỹ центрĕнче пуçтарăннă политологсем, социологсем, РФ Паташалăх Думинче фракци йĕркеленĕ тата парламент партийĕ шутланман политика партийĕсен ертỹçисем Пĕрлехи суйлав кунне пĕтĕмлетнĕ.

Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче çĕр-шывăн 84 субъектĕнче тĕрлĕ шайри суйлав иртнĕ. Вĕсене 75 млн суйлавçă, 56 парти, обществăн 11 пĕрлешĕвĕ хутшăннă. Комиссисем суйлав компанине явăçăнма ирĕк парса влаç органĕн вăл е ку мандачĕшĕн кĕрешме 100 пин ытла кандидат регистрациленĕ.

Суйлав саккунпа килĕшỹллĕн иртнĕ. Федерацин 30 регион кĕпĕрнатăрне, саккунсем кăларакан 14 пухăвĕн депутачĕсене суйланă. Федерацин "Регнум" информаци агентстви йĕркеленĕ медиафорумра Раççей Правительствин тата "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти председателĕ Дмитрий Медведев суйлава пĕтĕмлетнĕ.

"Хыпартан".

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика