24 сентября 2014 г.
Çитĕнекен ăру валли хатĕрленĕ ятарлă апат-çимĕç продукчĕсем мĕн пур требованисене тивĕçтереççĕ-ха. Промышленность таварĕсем пирки вара çакна калаймăн. Вĕсенчен хăш-пĕрисем сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăратаканнисем те пур. Лайăх пахалăхлă тавар иккенне ăçтан пĕлмелле-ха?
Çи-пуç туяннă чухне çитменлĕх тỹрех куçа курăнма пултарать. Çĕвĕ тикĕс мар е сиктерсе çĕленнĕ тум- тире тиркетпĕрех. Унăн ĕмĕрĕ те вăрăм мар. Çире килĕшỹллĕ лараканскере те темиçе хут тытса пăхни вырăнлă. Мĕнле материалтан тунă-ха ăна? Çутăрах тĕссем иккĕленчĕклĕ шухăша та çуратма пултараççĕ. Вĕсене пĕветнĕ чухне сăрăсемпе усă кур-нă-çке. Унра наркăмăш пурах.
Пушмак суйласа илнĕ чухне те тимлĕхе çухатмалла мар. Вăл чăн материалтан пулмалла, çĕввисем те кăнттам ан пулччăр. Ура кĕлли лайăх кирлĕ. Пушмака картлă-картлă тĕплине туянмалла.
Вылямалли теттесем уйрăмах сывлăхшăн хăрушлăх кăларса ан тăратчăр. Вĕсем ача ỹсĕмĕпе тата унăн çитĕнĕвĕпе пĕр шайра пулмалла. Çав тери сăрласа илемлетни те илĕртỹллех мар. Енчен те теттерен хими шăрши кĕрет пулсан, ăна туянассинчен пăрăнмалла. Çемçе выляв япалисене çăмне туртса пăхса илмелле.
М. РАКОВА, врач пулăшуçи
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)