АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăвăра хăвăр ан сиенлетĕр

24 сентября 2014 г.

Табак туртни сывлăха кунран-кун, уйăхран-уйăх, çулран-çул сиенлесе пырать. Сигарет тĕтĕмне сăвăрмассерен организма 40 ытла сиенлĕ япала кĕрет.

Никотин, кỹкĕрт водорочĕ, уксуспа кăткă кислотисем, этилен, изопрен, сĕрĕм газĕ, тĕрлĕ сăмала, радиактивлă полоний, ытти япаласем шыçă чирĕсен пуçаруçисем пулса тăма пултараççĕ. Ỹпкене тата юна лексен вĕсем сывлăха хавшатаççĕ. Уйрăмах сăмала япалисем сиенлĕ. Никотин вара _ чи сиенлĕ наркăмăшсенчен пĕри. Тĕпчевсем кăтартнă тăрăх, никотин дозин тăваттăмĕш пайĕ 7 çеккунтранах пуç мими патне çитет. Никотин пур органсене те сиенлет, чи малтан _ тĕп нервăсен системине.

Ăна пула юн тымарĕсем пĕрĕнеççĕ. Сигарет туртнă май, çыннăн пуç мимин тулаш сийĕ пăлханса-хумханса каять. Кайран вара хавхалануллă-çĕкленỹллĕ кăмăл хирĕçле эффектпа ылмашăнать. Малтанхи лайăх пулăма каялла тавăрас тесе çын каллех пирус хыпать.

Пирус туртакан çыннăн тип пырĕ (бронх) пăсăлать, лăймакаллă сий тăртанса хĕрелет. Йывăррăн сывласси, час-часах ỹсĕресси тата вăраха кайнă бронхит табак туртаканăн яланхи "юлташĕсем" пулса тăраççĕ. Пируспа туслашнă çыннăн чĕре таппин ритмĕ пăсăлать, ыйхă канăçлăхĕ çухалать, вар-хырăм пăсăлас хăрушлăх ỹсет. Çаксем пурте ĕçлес-шухăшлас пултарулăха чакараççĕ. Туртакансем чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе те ытларах чирлеççĕ. 45 çултан аслăрах арçынсен виççĕмĕш пайĕн чир-чĕрĕсем шăпах пурте пирус туртнипе çыхăннă. Пируспа туслашман çынсемпе танлаштарсан, 40-49 çулхи сигарет туртакансем хушшинче çын вилесси 3 хут пысăкрах, 60-65 çулхисем хушшинче _ 19 хут.

Çапла вара, пируспа туслашнă çынсене тарăннăн шутласа пăхма сĕнес килет: туртмалла е туртмалла мар? Паллах, алла сигарет тытманни нумай хут лайăхрах.

Н. НАДИНА, районти тĕп больницăн врач-наркологĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика