АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таса мар алăсен чирĕ

24 сентября 2014 г.

Юлашки вăхăтра вируслă А гепатитпа чирлекенсем тĕл пулни палăрать. Мĕнле чир-ха вăл? Вăл пĕвере сиенлекен çивĕч вирус инфекцийĕ. Чире А гепатитпа сиенленнĕ çын ертет.

Вирус çын каяшĕпе пĕрле тухать. Вăл вара шыв е апат-çимĕçе лексе ытти çынсен организмне аркатать. А гепатитпа ытларах ачасем чирлеççĕ. Вĕсене вирус таса мар алăсем урлă лекет. Çавăнпах А гепатита ытларах "Таса мар алăсен чирĕ" теççĕ. Инфекци санитари условийĕсем япăх тата халăх йышлă пурăнакан çĕрте вăйлă сарăлать. Вирус организма кĕрсе вăтамран 5-7 кунран палăрма пуçлать. Чирлĕ çын хăйне вăйсăр, ĕшеннĕн туять. Унăн пуç, сыпăсем ыратаççĕ, хăсас килет, ỹт кĕçĕтет, температура 37-38,5 градус таран пулать. Çамрăк ачасен варвитти пуçланать. Аслисен ăш ыратать. Унтан сарă чирĕн тапхăрĕ пуçланать. Ỹт-пỹ, куçсем саралаççĕ, шăк тĕттĕмленет, каяш тĕс-сĕрленет. Сарă 1-2 эрнене пырать, унтан иртет. Чир вара 1 эрнерен пуçласа 2 уйăх таран тăсăлма пултарать. Малтанхи паллăсем пулсанах врач-инфекционист патне каймалла. Чирлĕ çынна килте хăвăр тĕллĕн сиплемелле мар. Çакă уншăн тата ытти çынсемшĕн те сиенлĕ.

Гепатитран сыхланмалли тĕп меслет _ профилактика. Паян унран хỹтĕлекен вакцинăсем пур. Прививка тусан 6-10 çул чир ересрен шикленмелле мар. Çавăн пекех эсир пурăнакан çуртра, ĕçлекен вырăнта, шкулта, ача сачĕсенче, столовăйсенче, пасарсемпе лавккасенче таса та тирпейлĕ пулни вар-хырăм чирĕсенчен сыхланма май парать.

Г. ПЕРЕПЕЛКИНА, эпидемиологи врачĕн пулăшуçи

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика