27 сентября 2014 г.
ФЕДЕРАЦИ çăмăллăхĕсемпе усă куракансем хăйсем 2015 çулта социаллă пакета мĕнле йĕркепе илсе тăма шутлаççĕ - пулăшусем панипе е укçа-тенкĕпе улăштарма тĕллев тытнисен юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен Пенси фондне заявлени çырса памалла. Сăмахран, хальлĕхе ăна укçан илсе тăнă, 2015 çулта тỹлевсĕр эмелсем илес кăмăллă е тепĕр майлă пулма пултарать. Енчен те малтанхи йĕркенех кăмăллатăр пулсан, сирĕн пенси фондне хут çырса памалла мар. Соцпакет виçĕ пайран тăрать: эмелсемпе тивĕçтересси, санитарипе курорт сиплевĕ тата транспортпа тỹлевсĕр çỹресси. Тулли соцпакетпа та, унăн кирек хăш пайĕпе те уйрăммăн усă курма юрать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)