АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Россельхозбанк" çĕнĕлĕхĕ

27 сентября 2014 г.

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче пурăнакансенчен "Россельхозбанк" Патăрьелĕнчи филиалĕнчен кредит илмен çемье сахал пуль. Кашни уйăхрах ăна тỹлемелли кун кунта халăх хĕвĕшет: илнĕ укçана вăхăтра тавăрас текенсен черечĕ вăрăм. Банк ĕçченĕсем клиентсен шутне ỹстерес, кредит илекенсен хыснине пысăклатас, вĕсене тĕрлĕрен федераллă программăсене хутшăнма пулăшас тата ял халăхĕн пурнăçне çăмăллатас тĕлĕшпе тĕрлĕ акци ирттерсех тăраççĕ. Акă, августра çак банкран ĕç укçи илекенсен хушшинче 10 процентлă ипотека кредитне йĕркеленĕ. Çакăнпа районта 18 çын усă курнă. Паян вара "12.12.12" акци пырать. Урăхла вăл: 12 процентлă,12 çула, пĕрремĕш взнос 12 процент. Ку кредита та хальлĕхе 6 çын илнĕ. Çак çĕнĕлĕхпе усă курас тесе пĕр шкулпа тепĕр пысăк предприяти ĕç укçине банк урлă илме килĕшỹ тунă.

"Россельхозбанк" филиалĕн ертỹçи Рудольф Селиванов пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи сакăр уйăхра кăна ипотека кредитне пирĕн районти 47 çемье илнĕ. Вĕсем çăмăллăхсемпе усă курса çурт-йĕрлĕ, хваттерлĕ пулнă. Çакăн пек акцисем малашне те йĕркелеççĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика