27 сентября 2014 г.
ЧР ял хуçалăх министерстви йĕркеленипе Вăрнарти типĕтнĕ сĕт заводĕнче республикăри тата районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекен журналист-аграрниксемпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, Ял хуçалăх тата Информаци политикипе массăллă коммуникаци министрĕсем С. Павловпа В. Андреева тĕл пулчĕç. Семинар-канашлу Чăваш Республикинчи "агропромышленноç комплексĕн çивĕч ыйтăвĕсене пичетре çутатасси" темăпа иртрĕ.
Чи малтанах мини-стрсемпе журналистсене Ф. Волков генеральнăй директор типĕ сĕт завочĕн ĕçĕпе паллаштарчĕ. Мероприятие хутшăнакансем завод кăларакан продукцисене ас тивсе пахаларĕç. Семинарăн иккĕмĕш пайне "çавра сĕтел" хушшинче йĕркеленĕ.
_ Сирĕн пархатарлă ĕçĕре пула ял çыннисем агропромышленность комплексĕнчи пулăмсемпе вăхăтра паллашаççĕ. Сирĕнсĕр хальхи çĕр ĕçченĕн политикăпа экономика, социаллă тата культурăллă пурнăçне пĕлме май çук. Эсир патшалăх идеологине ял хуçалăх отраслĕнче тытса пыракансем. Хăвăрăн материалăрсемпе хресчене çăмăл мар ĕçĕнче малалла талпăнма шанчăк паратăр, _ терĕ премьер-министр журналист-аграрниксемпе калаçнă чух. Унтан республикăра пурнăçа кĕрекен инвестици проекчĕсемпе, АПК-ри проблемăсемпе, вырма кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем министра ыйтусем пачĕç, вĕсем çине тулли хуравсем илчĕç.
Информаци политикипе массăллă коммуникаци министрĕ В. Андреева журналист-аграрниксем çынсем патне оперативлă, шанчăклă информаци çитерме тăрăшни, çакă хумхантаракан ыйтусене тĕрĕс татса пама пулăшни пирки палăртрĕ. Калем ăстисем влаçпа халăха çыхăнтаракан звено. Мĕншĕн тесен агропромышленноç комплексĕнчи пулса иртекен ĕçсем пирки ял халăхĕ шăпах массăллă информаци хатĕрĕсенчен пĕлет.
Тĕл пулу вĕçленнĕ май ял хуçалăх отраслĕнчи пурнăçа, çитĕнỹсене, проблемăсене çутатакан журналистсене С. Павлов ЧР ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе наградăларĕ.
Канашлăва хутшăнакансем министрсене пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма май туса панăшăн тав турĕç, малашне те çакăн пек мероприятисене ирттерме сĕнчĕç.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)