27 сентября 2014 г.
Чăваш Енри информаци политикин министерстви çумĕнчи Обществăллă канашăн ларăвĕ иртнĕ. Общественноç представителĕсем унта республикăн IT отраслĕн аталанăвне пырса тивекен пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сỹтсе явнă.
Раççейри информаци технологийĕсен отрасльне 2014-2020 çулсенче аталантармалли стратегипе килĕшỹл-лĕн IT профессийĕсем 2018 çул тĕлне Раççейри сумлă 4 професси йышĕнче çирĕпленмелле. Обществăлла канаш членĕсем çакăн пек шухăш патне пырса тухнă: IT отрасль профессийĕсене сарас тĕлĕшпе уйрăм мероприятисене çул памалла: информаци технологийĕсене алла илме вĕрентекен вăйлăрах факультетсене аталантарассишĕн тимлемелле, вĕсен йышне "Системăллă архитектура", "Бизнес модельне тăвасси", "Проектсемпе ĕçлесси", "IT-дизайн" çул-йĕрпе ỹстермелле.
Чăваш Ен информполитика министерстви ку çул-йĕрпе туса хатĕрленĕ проектсене пурнăçа кĕртме тытăннă та. Ведомство сотрудникĕсем "IT Пуласлăх" республика конкурсне ирттермелли йĕркене çи-рĕплетнĕ ĕнтĕ. Конкурса 2015 çулта Чăваш Енри вĕренỹ министерствипе пĕрле ирттереççĕ. Унăн тĕллевĕ _ электрон йĕркипе тивĕçтерекен патшалăхпа муниципалитет пулăшăвĕсене анлăн сарасси, çынсене пурнăçра пуçаруллă пулма воспитани парасси. Конкурсри икĕ номинаци: "IT-вĕрентекен" тата "Чăваш Енре IT отраслье аталантарасси", тесе пĕлтерет ЧР информполитика министерстви.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)