АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккунсене пăсма никама та ирĕк паман

27 сентября 2014 г.

 Район прокуратури халăха юридика енчен пулăшас, предприятисемпе оргнизацисенче саккуна пăхăнса ĕçлессине хăнăхтарас тĕллевпе тĕрлĕ тĕрĕслев ирттерсех тăрать. Кăçалхи сакăр уйăхра саккуна пăснă 661 тĕслĕх тупса палăртнă. Саккунсăр 140 право актне протесленĕ, 217 тавăçлă заявлени суда тăратнă. Вĕсенчен 187шĕ ĕç укçине вăхăтра тỹлемен тата коррупци йĕрĕ çине тăнă тĕлĕшпе.

Коллектив пĕчĕк пулсан та вĕсен ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пурĕ те тăваттăн анчах вăй хураççĕ кунта. Прокурор çумĕ В.Ягудин, прокурорăн аслă пулăшуçи В.Путяков, прокурор пулăшуçи В.Губарев, Н. Ляллина аслă специалист. 2007çултанпа çак коллектива юстицин аслă советникĕ Ю.Фуражников ертсе пырать. Саккунлăха çирĕплетес, граждансен прависене хỹтĕлес, право йĕркине сыхлас, хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлне сăнаса тăрас тĕлĕшпе тăрăшаççĕ те прокуратура ĕçченĕсем.

Кăçал районти хăй тытăмлăх органсем саккуна пăсса тĕрлĕ постановленисем, хушусем кăларнă тĕслĕхсене тупса палăртнă. Акă, ял тăрăх уполномоченнăйсем пирки саккун тухнă, вăя кĕнĕ, анчах та ял тăрăх Уставĕсене кĕртмен. Çавна пула кăçал 217 искпа тавăç тăратнă.

Граждансен ĕçлев прависене хỹтĕлесси те паллă вырăн йышăнать. Сăмахран акă, пĕр предприяти ертỹçи саккуна пăсса работникăн черетлĕ отпуск кунĕсене тĕрĕс мар шутласа янă. Уяв вăхăтĕнче канмалли кунсем лекнĕ, анчах та ертỹçĕ ăна шута хуман. Саккун тăрăх отпуск вăхăтĕнче канмалли кунсем лексен отпуск малалла тăсăлать.

Çавăн пекех Пикшик ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсене, тĕп больницăри санитаркăна тата "Энергострой" пĕрлешỹри, Кĕçĕн Арапуç патĕнчи заправка ĕçченне, "Хастар" ял хуçалăх предприятийĕ 6 çынна ĕç укçине МРОТран (5554тенкĕ) сахал тỹленĕ.

Çавăн пекех çынна ĕçрен тĕрĕс мар хăтарнă икĕ тĕслĕх тупса палăртнă. Агрофирма "Юрма" пĕрлешỹ операторне приказпа паллаштармасăр ĕçрен хăтарнă тата ĕç укçине те тỹлесе татман."Водоканал" ĕçченĕсем те суд урлă тухса ĕç укçи илнĕ. Кăçал кăна вăхăтра ĕç укçи илейменнисене хỹтĕлесе 162 ĕç пăхса тухса тивĕçтернĕ, 7 ертỹçе штраф панă.

Çавăн пекех çынна усал сăмахсемпе кỹрентернĕ 5 тĕслĕхе пăхса тухнă. "Раççей Федерацийĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтересси пирки" Федераллă саккунпа килĕшỹллĕн район прокуратури ĕç коллективĕсем районти ĕçпе тивĕçтерекен центра кашни уйăхрах пушă вырăн пур пирки калакан справкăсене тăратнине тĕрĕслесех тăрать. Тĕрĕслев хыççăн çакă палăрнă. Вырăнсенче ял тăрăх администраци-йĕсем, ĕçпе тивĕçтерекен организаци-предприятисем ĕç вакансийĕ, инвалидсене вырнаçтарас пирки вăхăтра информаци памаççĕ. Тĕрĕслев хыççăн РУНО администрацийĕ ячĕпе представлени çырнă, 7 шкул директорне штраф тỹлеттернĕ.

Прокуратура районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе тата Роспотребнадзор специалисчĕсемпе организаци-предприятисенче вĕрентỹ учрежденийĕсенче санитарипе эпидемиологи нормисене еплерех пурнăçланине тата вĕренекенсене вĕри апатпа тивĕçтересси еплерех шайра пулнине те сăнасах тăрать. Кăçал çуллахи лагерьсенче апат-çимĕç енчен тата вĕсене упрас тĕлĕшĕнчен йĕркене пăснă тĕслĕхсем палăрнă. Шăнкăртамри выльăх-чĕрлĕх пусса тирпейлекен тата аш-какай хатĕрлекен цехсенче СанПин нормисене пăснине асăрханă. Çитменлĕхсене пĕ-терме цеха 30 талăка ĕçлеме чарнă.

Терроризма хирĕç кĕрешес енĕпе тимлесе 8 тавăç çырнă. Юлашки вăхăтра коррупци ыйтăвĕ çивĕч тăнине шута илсе рейд ирттернĕ. 2 тĕслĕх тупса палăртнă. Пушар хăрушсăрлăх йĕркисене мĕнлерех пурнăçланипе кăсăкланса ирттернĕ тĕрĕслевре. Тутар Сăкăтĕнчи пилорамăра юсав ĕçĕсене вăхăтра ирттерменни, пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăсни палăрнă.

Сакăр уйăхри пĕтĕмлетỹ тăрăх пирĕн районта йывăр преступленисен шучĕ чакни палăрать. Çакăнта район прокуратури ĕçченĕсен тỹпи те пысăк. Вăл малашне те граждансен прависемпе ирĕклĕхĕсене, саккунлă интересĕсене шанчăклă хỹтĕлĕ.

Н.МАЗЯКОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика