27 сентября 2014 г.
Пукра _ ĕне-выльăх хушшинче сарăлнă чир. Вăл хуçалăха çуллен пысăк сиен кỹрет. Чирлĕ ĕне çулталăкра 80-200 литр таранччен сĕт чакарать, аш-какай стандарта лармасть, тирĕ пахалăхне çухатать.
Мĕнрен пуçланать-ха çак чир? Ăна пуçараканни _ пукра шăни. Вăл 2 çунатлă, тĕксĕм пуçлă, çурăмĕ сарăрах, тăршшĕ 2 сантиметра яхăн. Тăватă тапхăрпа ỹсет: çăмарта, личинка, куколка, çитĕннĕ шăна.
Июньрен пуçласа октябрьччен ăшă кунсенче (шăнасем вĕçнĕ вăхăтра) çитĕнсе çитнĕ пĕр пукра шăни ĕнесемпе пăрусен çăмĕ çине (янах, ура, çилĕ çине, хырăм айне) 500-800 çăмарта таран çыпăçтарса хăварать те вилет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)