01 октября 2014 г.
ÇĔР çинче пурăнма çĕр тус та сахал, анчах пĕр тăшман та ытлашши, тенĕ ваттисем. Çакна чылайăшĕ сăнанах ĕнтĕ. Иртнĕ эрнере Шăнкăртама Тутарстанри Элмет ялĕнчен çитнĕ сумлă ушкăн та, туслăх кĕперне çирĕплетнипе пĕрлех, Чăваш Енти пысăк ялăн пурнăçĕпе, çитĕнĕвĕпе паллашма тĕрлĕ коллективсене çитсе курнă, çĕнĕ юлташсем тупнă, малашнехи ĕçлĕ çыхăну пирки калаçнă. Хăнасем кĕске вăхăтрах ялти икĕ вăтам шкулта, "Гулистан" медресере, "Сандугач" ача садĕнче, Тĕп тата "Урталык" мечĕтсенче, ялти культура çуртĕнче пулнă, çĕнĕлĕхсемпе кăсăкланнă.
Инçе çула çывăхлатса килнĕ тăвансем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче капăрланса пыракан çак ял халăхăн хавалне хăйсем патне çитернех. Тĕл пулăва килнисене район администраци пуçлăхĕн çумĕ В. Краснов, ял тăрăх пуçлăхĕ М. Айзатуллов Патăрьел районĕн паттăр арĕсемпе, пултаруллă пикисемпе тĕплĕнрех те паллаштарнă. Вĕсемпе пирĕн мăнаçланмалăх пурах.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)