01 октября 2014 г.
АПЛА, унсăрăн кирек кама та пысăк штраф пама, ĕçне вăхăтлăха чарса лартма пултараççĕ. Çак кунсенче район прокуратурипе Роспотребнадзор управлени уйрăмĕн специалисчĕсем пĕр предпринимателĕн выльăха пусса тирпейлекен цехĕнче пулса санитарипе эпидемиологи йĕркине мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Усламçă чылай правилăна пăхăнман иккен: территорие кĕнĕ çĕрте автотранспорт ураписене дезинфекцилекен барьер çук, çỹп-çапа пуçтарма тимĕр контейнер вырнаçтарман, илсе кайма ятарлă организаципе килĕшỹ туман тата ытти те. Урăхла каласан, ĕç вырăнне тĕрлĕ амак килсе çулăхас хăрушлăх пур.
Тĕрĕслев хыççăн административлă ĕç пуçарнă, çитменлĕхсене тирпейлесе яриччен цех ĕçĕ-хĕлне 30 кунлăха чарса лартнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)