01 октября 2014 г.
ЮЛАШКИ çулсенче пирĕн районта лаша спорчĕ вăй илнĕçемĕн вăй илсе пырать. Çу каçа урхамах хуçисем темиçе хутчен "Хĕвеллĕ" уçланкăра хăйсен маçтăрлăхĕпе савăнтараççĕ, ют çĕре те тăтăшах каяççĕ. Акă авăнăн 28-мĕшĕнче Чĕмпĕр хулинче çамрăк урхамахçăсен финалти тупăшăвĕ иртнĕ. Юхмапа Пăла чысне хỹтĕлесе "Паттăр" ФСК инструкторĕ Александр Шмуллин çак ăмăртура питĕ лайăх чупса тухнă, финиша пĕрремĕш çитнĕ. 25 ри каччă вун пĕрмĕш хут çакнашкал тупăшăва хутшăннă. Вĕсенчен иккĕмĕш хут чемпион ятне çĕнсе илнĕ. Декамерон тата Лайф урхамахсемпе икĕ енлĕ чупнă спортсмен çывăх вăхăтра Раççей ипподромне кĕме хатĕрленет.
"Молодежь Поволжья _ 2014" чемпионата "Паттăр" директорĕ Алексей Краснов тытса пыракан Гамбург урхамахĕ виççĕмĕш кĕнĕ, Кивĕ Ахпỹртри Анатолий Каргинăн Неформальный янаварĕ те 1600 метрлă дистанцире ыттисене хыçа хăварса пĕрремĕш тухнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)