01 октября 2014 г.
Кăçал çанталăкĕ пахча-çимĕçе пуçтарса кĕртме кунĕсене пачĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем çĕр улмине те пухса пĕтерчĕç. Тăрăн, Кĕçĕн Патăрьел, Треньел ялĕсене пĕрлештерекен "Исток" агрофирмăра вара 300 гектар йышăнакан сахăр чĕкĕнтĕрĕ уйĕнче ĕç вĕресе кăна тăрать. Сăмах май, пирĕн тăрăхра тымар çимĕçе пысăк лаптăкра çакăнта кăна çитĕнтереççĕ.
Пысăк, прицеплă автомашинăсем аякранах курăнаççĕ. Вĕсем хушшинче Тутар Республикинчен килнисем те, хамăр тăрăхрисем те пур. Пурте хăйсем патне черет çитессе кĕтсе лараççĕ. Тулли тиевлĕ КамАЗсем инçе çула кĕскетсе Чăнлăри тата Пăвари сахăр завочĕсене васкаççĕ. Сахăр кăшманĕ кăларакан комбайн вара мăнаçлăн кăна хирпе пырать, сип-симĕс ларакан тымар çимĕçе пуçтарать. Германинче туса кăларнă республикăри пĕртен-пĕр "карап" рулĕ умĕнче Н. Тихонов механизатор ларать. Николай Васильевича ывăнса çитсен Н. Лепешкин улăштарать. Иккĕшĕн те опычĕ пысăк. Техникăна çанталăк лайăх тăнипе усă курса пĕр самантлăха та пушă тăратмаççĕ: иртен пуçласа сĕм çĕрлечченех унăн сассине илтме пулать. Улăп тăпри пек туйăнакан чĕкĕнтĕр куписене тракторсем çумне сыпăнтарнă ятарлă икĕ агрегат (СПС) тиет. Вăл илейменнисене хĕрарăмсен бригади хыççăнах алăпа пуçтарать.
_ Сахăр чĕкĕнтĕрĕн лаптăкĕ 100 гектар пушанчĕ. Тухăç вăтамран 250 центнерпа танлашать. Сахăр завочĕсене кунне сахалтан 60-а яхăн автомашина хутлать. Тымар çимĕçе турттарнăшăн водительсене укçине çийĕнчех паратпăр, _ тет А. Лялькин директор çумĕ.
О. ПАВЛОВА ĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)