01 октября 2014 г.
Чăваш Енре çулатлăк вĕçне "Халăх тĕрĕслевĕ" портал ĕçлесе каймалла. Ку кашни çынна пăшăрхантаракан ыйтăва республика Правительствине тĕнче тетелĕпе усă курса яма май парать.
Сайта Патшалăх услугисен порталĕнчен харпăр пỹлĕм урлă кĕме пулать. Çĕнĕ порталăн теллевĕ _ республикăри халăхăн шухăшне пĕлесси, çивĕч ыйтусен мониторингне тăвасси.
"Халăх тĕрĕслевĕ" портала ыйтусене 8 енпе йышăнаççĕ: ЖКХ, çыхăну, социаллă тытăм, услам, экологи, хăтлăх тата инфратытăм, çулсем, ял хуçалăхĕ. Текст çумне сăн ỹкерчĕк тата видеоматериал çирĕплетме пулать. Модератор информацие тĕрĕсленĕ хыççăн министерствăна ярса парать. Ыйтăва 10 кунра пăхса тухаççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)