АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар таркăнĕн çулĕ такăр мар

04 октября 2014 г.

 Пурнăçра ят-сум, чыс-хисеп çĕнсе илесси ансат мар. Арçынсемшĕн те, хĕрарăмсеншĕн те çавах вăл. Анчах та хăй ĕмĕрĕнче çурт лартман, йывăç чĕртмен, ывăл çитĕнтерсе йăх-несĕл туратне аталантарман арçын пирки тепĕр ỹпкев те пур _ салтакра пулман. Çĕр-шыв умĕнче хăйсен тивĕçне пурнăçламанскерсем пирки нихçан та мăнаçланса калаçман.

Ку чухне çулталăкра икĕ хутчен _ çуркунне тата кĕркунне _ 18 çул тултарнă çамрăксене хамăрăн чикке хураллама ваттисен йăли-йĕркипе пил параççĕ. Октябрĕн 1-мĕшĕнчен Раççей çар службине сыхлама каякан граждансен черетлĕ призывĕ пуçланчĕ. Яваплă тапхăра ăнăçлă ирттерсе ярас, салтак аттине тăхăнасран пăрăнса çỹрекен çамрăксем ан пулччăр тесе калаçу çĕклес тĕллевпе районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн ертỹçи Р. Шайхалов район хаçачĕн представителĕсемпе брифинг ирттерчĕ. Руслан Небиуллович ытларах 2013 çулхи призыв тапхăрĕ мĕнле иртни, 2014 çулта çар службинчен пăрăнакан граждансене уголовлă майпа айăплани пирки чарăнса тăчĕ.

Журналистсемпе тĕл пулнă вăхăтра çар хĕсметĕнчен пăрăнса çỹрекен призывниксем пирки те хĕрỹ калаçу пулчĕ. Вĕсем вара пĕрре е иккĕ çеç те мар. Иртнĕ çул, акă, 25ĕн пулнă. (2012 çулта _14ăн, 2011 _ 38ăн). Кăçал çеç 12 уголовлă ĕç пуçарнă (пĕлтĕрхи çак вăхăтра 8 ĕç).

Раççей Федерацийĕн Конституцийĕпе килĕшỹллĕн Çĕр-шыва сыхласси 18 çул тултарнă гражданинăн пĕрремĕш тивĕçĕ шутланать. Енчен те Тĕп саккуна пăхăнманнисем тупăнсан, вĕсен РФ УКăн 328 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн суд сакки çине ларма тивет. Таркăнсене икĕ çуллăха ирĕкрен хăтарма, 200 пин тенкĕ штраф пама е тата икĕ çуллăха ĕçлесе юсанма яма пултараççĕ. Брифингра кун пирки следстви уйрăмĕн руководителĕ Р. Шайхалов тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Çак темăпа паян хĕрỹ калаçу пуçарма сăлтавĕ те пур. Пĕлтĕр следовательсем районти каччăсем пирки пуçарнă 14 уголовлă ĕçе суда ярса панă. Кỹршĕ районсемпе танлаштарсан, çак цифра самаях пысăк. Кăçал та таркăнсене илттерме "чан" çапмалла: ку таранччен тăватă районпа мĕн пурĕ 17 ĕçе суда тăратнă.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика