АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СПОРТПА ТУСЛĂ çЫН ВАТĂЛМАСТЬ

04 октября 2014 г.

 Районти халăха социаллă пулăшу паракан Центр ĕçченĕсем хăйсен ĕçне чунтан тата тỹр кăмăлпа пурнăçлама тăрăшаççĕ. Кашни çулах юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче ваттисен кунне паллă туса ялсенчи ватăсем патне çитсе парнесем парса, малалла пурăнма ырлăх-сывлăх сунса хавхалантараççĕ.

Акă, кăçал та сентябрĕн 28-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра аслă ăрурисен хушшинче шашка-шахмат турнирĕ йĕркелерĕç. Çак кун тĕрлĕ ялсенчи 16 шур сухал хăйсен пултарулăхне тĕрĕслерĕ. Мероприятие Центр директорĕ Анисия Воробьева спорт тусĕсене çитес ваттисен кунĕпе саламласа уçрĕ, хĕрỹ тупăшура кашнинех ăнăçу сунчĕ. Вулавăш директорĕ Надежда Исаева шахматистсене библиотекăпа паллаштарчĕ, унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен чарăнса тăчĕ. Турнира хутшăннă шашкăпа шахмат тусĕсем пурте кĕнеке вулама çырăнчĕç. Районти шашка-шахмат федерацин ертỹçи Николай Федоров турнира хутшăннă çĕнтерỹçĕсене дипломсем парса чысларĕ. Шашка ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăна Сăкăтри Николай Ларионов, иккĕмĕш вырăна Патăрьелĕнчи Николай Паймуллин, виççĕмĕшне каллех Сăкăтри Федор Ларионов йышăнчĕç.

Шахматистсен хушшинче пĕрремĕш вырăна Рафаил Якупов, иккĕмĕшне Рифкат Сафиуллов, виççĕмĕшне Владимир Сулейманов çĕнсе илчĕç.

Турнира хутшăнакансене халăха социаллă пулăшу паракан Центр тата вулавăш ĕçченĕсем "çавра сĕтел" хушшинче тутлă апат-çимĕçпе, вĕри чейпе сăйларĕç, асăнмалăх парнесем пачĕç.

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика