11 октября 2014 г.
ЕНЕР мĕнлерех апат çинине никам та манса кайман-тăр. Аса илĕр-ха, сирĕн менюра çăмарта пулнă-и? Мăн- кун пулмасан та, ăна вара паттăр туса та, ăшаласа та, чĕрĕлле те тутанма пултарнă. Мĕншĕн тетĕр-и? Октябрĕн кашни иккĕмĕш эрне кунĕ Пĕтĕм тĕнчери çăмарта кунĕ иккен. Хăйне евĕр çак уява 1996 çулта Венăра иртнĕ конференци хыççăн паллă тума йышăннă. Ку паллах, çăмарта юратакансен праçникĕ çеç мар, ăна туса кăларакан предприяти ĕçченĕсен савăнăçĕ те. Пирĕн районта вара шăпах инкубаторпа чăх-чĕп кăларакан станци пур. Апла пулсан, октябрĕн 10-мĕшĕ чăн малтанах вĕсемшĕн савăнăç тесен те йăнăш пулмĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)