11 октября 2014 г.
Кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ май техникăна хĕле хатĕрлеме, машинăпа трактор паркĕсене тирпейлеме вăхăт. Çак тĕллевпе республикăра, çавăн пекех районта та октябрĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа 24-мĕшĕччен комбайнсене, хурçă "утсене" тата кăкарса çỹремелли ытти хатĕрсене управа мĕнле лартнине тĕрĕслеме конкурс йĕркелеме палăртнă. Комисси АПК предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене çитсе ГОСТа тата "Ял хуçалăхĕнче усă куракан техника. Тĕрĕс упрасси" хушăва мĕнле пурнăçланине пăхать.
И. ВАСИЛЬЕВ, Гостехнадзорăн районти начальникĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)