АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Раççей _ спорт çĕр-шывĕ" форумра

11 октября 2014 г.

"Спортри пĕрлĕхре _ тĕнче тăнăçлăхĕ: пĕтĕм ĕçсен стратегийĕ" пленарлă лару Çĕнĕ Шупашкарти "Сокол" пăр керменĕнче иртнĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн спорт министрĕ Виталий Мутко ертсе пынă. Хаклă хăнасен ретĕнче _ РФ Правительствин Председателĕн çумĕ Аркадий Дворкович, Пĕрлешнĕ нацисен организацийĕн (ФОН) Генеральнăй секретарĕн спорт ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пулăшуçи Вильфред Лемке, студентсен Пĕтĕм тĕнчери Союзĕн президенчĕ Код Луи Гацен, "Спорт-Аккорд" пĕтĕм тĕнчери спорт организацийĕн президенчĕ Мариус Визер, РФ Патшалăх Думин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ, Раççей Олимп комитечĕн президенчĕ Александр Жуков, Олимп вăййисен тата тĕнче чемпионĕсем _ РФ Патшалăх Думин депутачĕ, Раççей Геройĕ Александр Карелин, Олег Саитов, Александр Попов, Татьяна Казанкина, Александр Сальников, ытти çăлтăрсемпе тĕнчери тата çĕр-шыври спорт федерацийĕсен ертỹçисемпе паллă тренерсем.

Форума хутшăнакансене Раççей Президенчĕ Владимир Путин саламланă.

_ Паян Шупашкарта физкультурăпа спорта аталантарас ыйтусемпе Пĕтĕм тĕнчери V форума уçрăмăр. Пирĕн çĕр-шыв Пĕтĕм тĕнчери спорта аталантарас тĕлĕшпе сулмаклă вырăн йышăнать. Спортри ăсталăха ỹстерессипе тата кашни регионтах физкультурăпа спортра массăлăха малалла аталантарассипе нумай курăмлă ĕçлетпĕр. Эпĕ шанатăп, хамăр çĕнсе илнĕ позицие тата çỹллĕрех шая çĕклĕпĕр, _ тенĕ Владимир Владимирович.

Аркадий Дворкович вице-премьер "Раççей _ спорт çĕр-шывĕ" форума хутшăнакансене пурне те РФ Правительстви ячĕпе Шупашкарта çĕр-шыври физкультурниксемпе атлетсен çулталăкри чи пысăк пухăвĕ пуçланнă ятпа ăшшăн саламланă.

х х х

Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕнче Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕ иртнĕ. Ăна РФ Президенчĕ Владимир Путин ертсе пынă.

Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, канаш членĕсем (пурĕ 32 çын) тата ытти хăна хутшăннă. Ларура 2016-2020 çулсенче спортăн пурлăхпа техника базине аталантарас тата физкультурăпа спорт мероприятийĕсен тытăмне лайăхлатас ыйтусене сỹтсе явнă.

"Паянхи уяв Пĕтĕм тĕнчери утмалли кунран пуçланни савăнтарчĕ. Çакнашкал мероприяти пирĕн çĕр-шывра пĕрремĕш хут. Хăвăрт утас енĕпе тĕнче ăмăртăвĕсенче палăрнă спортсменĕсемпе мăнаçланакан регионта пуçласа иртни уйрăмах пĕл-терĕшлĕ...

Аса илтеретпĕр: 2020 çул тĕлне пирĕн çĕр-шывра спортпа туслисен йышĕ 40 процентран кая мар пулмалла. Хальхи вăхăтра _ 27 процент. Чи лайăххи _ çак кăтарту çултан çул ỹссе пыни. Çапах ку çителĕксĕр..." _ тенĕ çĕр-шыв Президенчĕ.

Владимир Путин канаш членĕсемпе хăнасене малашне пурнăçламалли çĕнĕ тĕллевсемпе те паллаштарнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре спорт инфратытăмне аталантарас енĕпе нумай ĕç тунине палăртнă. "Ятарлă программăсемпе килĕшỹл-лĕн республикăра спортăн 50 объектне çĕкленĕ. Кашни районпа хулара физкультурăпа спорт комплексĕсем тунă, вĕсене пурне те спорт шкулĕсене панă. Физкультурăпа спорт çынсен сывлăхне çирĕплетет кăна мар, çыннăн пурăнас кун-çулне вăрăмлатать. Юлашки çулсенче демографи лару-тăрăвĕ лайăх енне улшăнчĕ: çуралакансен йышĕ ỹсрĕ", _ пĕлтерчĕ Михаил Васильевич. РФ Президенчĕ Чăваш Ен Пуçлăхне физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре пысăк çитĕнỹсем тунăшăн тата хăй те сывă пурнăç йĕркине пăхăнса ыттисене тĕслĕх кăтартнăшăн тав тунă.

Лару хыççăн Владимир Путин Пĕтĕм тĕнчери спорт организацийĕсен тата хамăр çĕр-шыври спорт федерацийĕсен ертỹçисемпе тĕл пулнă. Унта вĕсем тĕрлĕ ыйтăва пăхса тухнă. РФ Президенчĕ нумаях пулмасть çĕнетнĕ керменпе паллашнă, манежра тренировка ирттерекен çамрăк спортсменсемпе курса калаçнă.

Форум пынă вăхăтра Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта тĕрлĕрен массăллă мероприяти иртнĕ.

"Хыпартан"

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика