АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем преступлени туни пăшăрхантарать

11 октября 2014 г.

 Кăçалхи сакăр уйăх хушшинче тунă отчетран çул çитмен ачасем хушшинче преступленисен шучĕ, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 50 процент ỹсни палăрать. Ку цифра пире канăç памасть. Пирĕн пай çитĕнекен ăрăва преступлени тăвассинчен тата йĕркене пăсассинчен сыхласа хăварас тесе чылай мероприяти ирттерет. Çапах та районта ачасем усалланса та итлеми пулса пыни вĕсем тунă преступленисенчен те курăнать.

Çулталăк пуçланнăранпа çул çитмен ачасем преступлени тунине палăртса 262 протокол çырнă. Ку пĕлтĕрхипе танлаштарсан 67 ытларах. Вĕсенчен преступлени тунин 4 тĕслĕхне шута илнĕ, уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсем Патăрьелĕнчи 1-мĕш, Сăкăтри, Пикшикри пĕтĕ-мĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче тата агропромышленноç техникумĕнче вĕренекенсем. Кăçал тупса палăртнă преступленисем пурте ют пурлăха хапсăнассипе çыхăннă.

Йĕркене пăсасси ытларах каçпа е çĕрле пулать, çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн çак вăхăтра пушшех те тимлĕхе ỹстермелле. Куç ан ỹктĕр те, кăçал çитĕнекен ăру каçхине сăра-эрех ĕçсе обществăлла вырăнта ỹсĕр çỹренине тупса палăртман. Йĕркене пăсакансем çитĕнсе çитнĕ çынсем хушшинче те пур. Чылай чухне вĕсем ачасене преступлени çулĕ çине тăма май туса тăраççĕ. Çакăн пек тĕслĕхсене тупса палăртас тĕлĕшпе кашни уйăхрах рейдсем ирттеретпĕр.

Кăçал икĕ суту-илỹ ĕçченне çул çитмен ачана сăра тата пирус сутнăшăн административлă майпа айăпланă. Хăйсен ачисене тивĕç-лĕ воспитани парайман, вĕсене кирлĕ пек пăхса, сăнаса тăрайман 51 ашшĕ-амăшне тупса палăртнă, вĕсенчен иккĕшне административлă майпа явап тыттарнă. 11-шне район администраци çумĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче пăхса тухса учета тăратнă.

Пурне те паллă, ача усăллă е киревсĕр ĕçсем тунă çĕре хутшăнасси йăлтах ашшĕ-амăшĕ ăна мĕнле воспитани панинчен килет. Çитĕнекен ăру çемьере ыррине илеймесен, пурнăçĕнче çапăçу, ĕçкĕ-çикĕ çеç курса ỹсет пулсан

, малашне унтан лайăххине кĕтмелли çук. Çакăншăн эпир саккун умĕнче яваплă. Ашшĕ-амăшĕ ача кампа тата мĕнпе ытларах интересленнине пĕлсе курса тăмаллах.

В. КУЗНЕЦОВА, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăм начальникĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика