АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Рейдсен усси пур

11 октября 2014 г.

Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çỹрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕ обществăлла йĕркелĕхе сыхлас, çул çинчи йĕркелĕхе пăхăнас тĕллевпе тăтăшах ятарлă рейдсем йĕркелет. Юлашки вăхăтра кăна пирĕн инспекторсем çакăн пек рейдсем ирттерчĕç. Вĕсем тĕрлĕрен темăпа пулчĕç: "Асăрханăр, ачасем!", "Çуран çỹрекен", "Автобус", "Парăмçă". Акă, сентябрĕн 26-27 мĕшĕсенче "Ỹсĕр водитель" рейд пулчĕ. Ăна ирттересси çинчен водительсем çула тухас умĕн асăрхануллăрах пулччăр тесе "Авангард" хаçат урлă та пĕлтернĕччĕ, çапах та çак икĕ кун хушшинче районти икĕ водитель эрех ĕçнĕ хыççăн руль умне ларнă 2 тĕслĕх палăрчĕ. Маларах "Автобус" операци иртнĕччĕ. Районти 47 автобуса тĕрĕсленĕ, 7 автобус водительне явап тыттарнă.

Сăмах май каласан, кăçал пирĕн районта 8 уйăхра 43 авари пулнă, вĕсенче 11 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 49-шĕ аманнă. Иртнĕ çулта ку тапхăртипе танлаштарсан аварисен шучĕ 12,2 процент чакнă, çав вăхăтрах аваринче вилнисен 26,7 процент ỹснĕ, аманнисен 19,7 процент чакнă. Çул-йĕр правилисене кашни водитель пăхăнсан аварисен шучĕ чакĕ.

А. ПЕТРОВ, çул çỹрев хăрушсăрлăх инспекци уйрăмĕн ертỹçи

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика