АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пакунлă çынсем _ йĕрке хуралçисем

11 октября 2014 г.

"Пирĕн ĕç тĕллевĕ - мĕн пур преступление уçса парасси тата айăплисене тивĕçлипе явап тыттарасси. Преступленисене маларах суд сакки çине ларса курнă çынсемех туни, усал йăлана пăрахманни пăшăрхантарать мана", _ тет районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн следстви комитечĕн юстици майорĕ Александр Макаров.

Александр Николаевич 2001 çулта Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнăранпа йĕрке хуралĕнче вăй хурать. Çак хушăра чылай преступление тĕпчесе уçса панă. Мĕн ачаранах пакунлă çынсем ăслă-тăнлă, пуриншĕн те пысăк шанăç тесе шутланăскер, халĕ çакна ĕçпе çирĕплетет следователь.

Кăçалхи сакăр уйăхра районти следстви уйрăмĕ преступлени тунипе çы-хăннă 69 ĕçе тишкернĕ, тĕрĕслевпе тĕпчев хыççăн 64 уголовлă ĕç пуçарнă. Çын пурнăçне тата сывлăхне сиен кỹрессипе çыхăннă преступленисене уçса парасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакăн пек сăлтавпа çы-ăннă 17 преступление, ют пурлăха вăрланă 21 тĕслĕхе тĕпчесе уçса панă.

Патăрьелĕнчи следстви пайĕнче тăваттăн вăй хураççĕ: А. Петьков _ пай ертỹçи А. Карама _ аслă следователь, Н. Арлановпа А. Макаров следовательсем. Унччен пулнă преступленисене уçса парасси те вĕсен тĕллевĕ. Çавăнпа та следовательсен хăш-пĕр ĕçе вăрах вăхăт хушши тĕпчеме тивет.

Саманине кура яваплăхĕ те ỹссех пырать. Ĕç çумне ĕç хушăнать. Следстви комитечĕн республикăри управленийĕ те çирĕп ыйтать. Çапах та следовательсем хăйсен тивĕçне чун-чĕререн пурнăçлама, преступленисене саккун тăрăх тĕрĕс тĕпчесе хак пама тăрăшаççĕ. Халăха юридика енчен пулăшас тĕллевпе тĕрлĕ профилактика ĕçĕ йĕркелеççĕ. Ял тăрăхĕсенче, вĕренỹ учрежденийĕсенче тăтăшах пулса калаçусем ирттереççĕ.

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика