11 октября 2014 г.
"Çул-йĕр правилисем ачасен куçĕпе" уйăхлăха хутшăнса тата ачасене çул çинче тимлĕ пулма хăнăхтарас, харпăр хăй пурнăçне упрама вĕрентес тĕллевпе Патăрьелĕнчи ача-пăча библиотекинче сентябрĕн 29-мĕшĕнче "Çул-йĕр азбуки" эрни пуçланчĕ. Вăл республикăри ача-пăча библиотеки тата Е.Светлая писатель йĕркеленĕ республика шайĕнче иртекен конкурса хутшăннă май иртет. Эрнелĕх пĕрремĕш кунĕнче библиотека ĕçченĕсем райцентрти тĕп ача са-дĕнчи "Ромашка" ушкăна (воспитателĕ М.Скворцова) чĕннĕ. Пулас вĕренекенсене районти çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн уйрăмĕн инспекторĕ, полицин аслă лейтенанчĕ Константин Платонов çул урлă мĕнле каçмаллине, епле тытмаллине ăнлантарнă. Çавăн пекех тĕрлĕ тĕслĕ хутран, пластилинран, фанертан тунă выставкăри экспонатсене кăтартса мĕн пĕлнине тĕрĕслесе ыйтусем те панă. Ачасем çул-йeр правилисене пĕлеççĕ пулин те тимсĕрлĕхе пула инкеке лекме пултарас хăрушлăх питĕ пысăкки палăрнă. Çавăнпа та шкулсенче, ача сачĕсенче аслисен çитĕнекен ăрăва яланах асăрхаттарсах тăмалла. Вĕрентỹре çул çинчи хăрушсăрлăх чи çивĕч тема пулмалла.
Л. РОМАНОВА, районти ача-пăча библиотекин ĕçченĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)