11 октября 2014 г.
Шкула ытларах чухне вĕренекенсен ашшĕ-амăшне чĕнеççĕ. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулти 4-мĕш "а" класа хальхинче вĕренекенсен кукумăшĕсемпе кукашшĕсене, асламăшĕсемпе аслашшĕсене йыхравларĕç. Ваттисен кунне паллă тума 16-ăн пуçтарăнтăмăр. Чи малтанах килнĕ хăнасене шкул директорĕ Валентина Думилина уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕ, кĕскен кăна шкул пурнăçĕпе паллаштарчĕ.
Класс ертỹçи Ольга Спинова вĕренекенсене килнĕ хăнасемпе паллаштарнă май, камăн асламăш-аслашшĕ, кукамăш-кукашшĕ пулнине каларĕ, ачасен вĕренĕвĕ çинчен чарăнса тăчĕ.
Шкулăн ятарлă хушма пулăшу паракан социаллă педагогĕ Альбина Авинова ĕлĕкхипе хальхи саманасен пурнăç тапхăрне танлаштарса аса илчĕ. Ун чухне асаннесен ачалăхĕ начар пулнă пирки вулама-çырма хутпа кăранташсем çитмен, çие тăхăнма тумтир пулманнипе шкула çỹреймен пирки чылайăшĕ малалла вĕренеймен. "Хальхи вăхăтра лайăх вĕренме пĕтĕмпех çителĕклĕ, пур услови те пур, ачасен тăрăшса вĕренмелле кăна", _ терĕ Альбина Николаевна ваттисене саламласа.
Ачасем те уяв тĕлне ятарлă программăпа концерт хатĕрленĕ. Вĕсем пире хăйсен çепĕç юррисемпе, хитре ташшисемпе чунтан-чĕререн савăнтарчĕç. Эпир уншăн питĕ хĕпĕртерĕмĕр, мăнуксене çупăрласах тав турăмăр. Çавăн пекех çак шкулта ĕçлекен вĕрентекенсене ват çынна ăшă сăмах сиплет текен каларăша ăша хывса ĕçленĕшĕн тав тăватпăр.
Уява хутшăннă ваттисен ячĕпе Е. ВИКТОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)