15 октября 2014 г.
РАЙОНТИ пушар надзорĕн ĕçченĕсем çулсеренех хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăр пуçлансан вырăнсенче пулса çынсем вут-кăварпа пулакан инкексенчен асăрханнине, пушар хăрушсăрлăх йĕркине мĕнле пăхăннине тĕрĕслесе çỹреççĕ. Кăçалхи сезон нумай пулмасть çеç пуçланчĕ пулин те, йĕрке хуралçисем темиçе ялта та пулса ăнлантару ĕçĕсем ирттерме, халăхпа куçа-куçăн тĕл пулма та ĕлкĕрнĕ. Юлашкинчен пушар надзорĕн сотрудникĕсем А. Тукмаковпа В. Давыдов Ыхра Çырми ял тăрăхĕнче пĕччен ватăсем, йывăртарах шăпаллă, йышлă ачаллă çемьесем газ, электричество оборудованийĕсемпе мĕнле усă курнине тĕрĕсленĕ. Çак тĕллевпе 28 çемьене çитнĕ, кашнинех кирлĕ инструктаж панă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)