15 октября 2014 г.
ÇАК кунсенче миравай суд сакки çине ларнă ар-çын хăйĕн ăссăрла хăтланăвĕпе пурне те тĕлĕнтерет. Çакскер каçхине киле ỹсĕр килнĕ те мăшăрĕпе хĕр ачи умĕнчех аçа та çиçĕм кăларма пикеннĕ-мĕн. Вун тăваттăри чиперкке чăтса тăрайман, амăшне хỹтĕленĕ. Çемье пуçлăхне вара çакă çеç кирлĕ пулнă тейĕн, вăл чарăнас вырăнне тата ытларах хĕрсе кайнă, хăйĕн хĕрне çỹçĕнчен ярса илсе урайне ỹкернĕ, çапнă-тапнă... Урăхла каласан, çылăх, намăс пирки те шутламан: пĕри çырмара, тепри лапамра тенĕ пулас.
Суд дознани органĕн шухăшĕпе килĕшнĕ, РФ УКăн 116 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн приговор саккунлă вăя кĕнĕ хыççăн арçынна 200 сехетлĕхе ĕçлесе юсанмалла тунă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)