15 октября 2014 г.
Раççей Президенчĕ Владимир ПУТИН: "Республикăра (Чăваш Енре) 20 çул демографи лару-тăрăвĕ чакнă. 20 çул! Юлашки виçĕ çулта вара ỹснĕ _ çитменнине çирĕп те тăнăçлă. Çакă вăл эпир йышăнакан мерăсен тулли комплексĕн кăтартăвĕ те. Ку вăл медицина, çĕнĕ перинаталь центрĕсем хута яни, ку вăл амăш капиталĕпе финанс енчен пулăшни тата юлашки çулсенче демографи йывăрлăхĕсемпе тĕл пулнă регионсене пулăшни, виççĕмĕш ача çуратнăшăн хавхалантарни, ку юлашки черетре мар, спортпа физкультура çине тимлĕх уйăрни.
Эпĕ сире çак ĕçе нумай çул хутшăннăшăн тав тăвас тетĕп. Спортăн ятарлă тĕсĕн представителĕсем унпа ĕмĕр тăршшĕпех ĕçлеççĕ тата эсир хăвăр тĕслĕхĕрпе нумай турăр... Пурне те паянхи ĕçшĕн тав тăватăп, паян сỹтсе явнин результачĕ çитес пилĕк çуллăхра спорта аталантарас программăна кĕнипе асра юлĕ".
Цитатăсем
Павел КОЛОБКОВ, Раççей спорт министрĕн çумĕ, фехтовани енĕпе Олимп чемпионĕ:
"Халĕ "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" физкультурăпа спорт комплексне чĕртсе тăратас ĕç çĕр-шывĕпех пырать. Паллах, ку енĕпе Чăваш Ен _ лидерсенчен пĕри. Икĕ эрне каялла республикăн тĕп хулинче 200 яхăн ĕç коллективĕ нормативсене пурнăçланă, ку процесса пин ытла çын хутшăннă".
Николай ВАЛУЕВ, Раççей боксерĕ, тĕнче чемпионĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ:
"Чăваш Енре ГТО нормативĕсене пурнăçлакансен уявĕнче эпĕ пĕтĕм ỹсĕм категорине куртăм: çамрăксене те, аслăрах çулти çынсене те. Çакă питĕ савăнтарать, хавхалантарать, мĕншĕн тесен Раççей чăнласах та спорт çĕр-шывĕ".
Светлана ЖУРОВА, Олимп чемпионки, РФ Патшалăх Думин депутачĕ:
"Раççей _ спорт çĕр-шывĕ" форум чăннипех хавхалану кỹрет. Пĕр енчен вăл _ илĕртỹллĕ уяв, çав вăхăтрах _ пĕрлехи ĕç лапамĕ те. Анчах халĕччен çакнашкал мероприятисенче эпир спорт тытăмĕн шалти ыйтăвĕсене сỹтсе яваттăмăр тăк ку хутĕнче риторика улшăнчĕ. Уçă калаçусем ытларах пулни сисĕнет".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)