АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортри пĕрлĕхре _ тĕнче тăнăçлăхĕ

15 октября 2014 г.

36: спортпа туслă

"Раççей _ спорт çĕр-шывĕ" форумăн иккĕмĕш кунĕ вĕçленнĕ май РФ спорт министрĕ Виталий Мутко тата ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсем валли пресс-конференци ирттернĕ.

Виталий Мутко палăртнă тăрăх _ форума массăллă информаци хатĕрĕсен 150 ытла представителĕ çутатнă, хăнасен шучĕ _ 3 пин çын ытла. Малашне форума икĕ çулта пĕрре ирттерме йышăннă, вăл спорт аталанăвĕн ыйтăвĕсене, унăн çĕр-шыв пурнăçĕнчи пĕлтерĕшне сỹтсе явмалли тĕп площадка пулса тăрĕ. Çак кунсенче Чăваш Енре форум программипе килĕшỹллĕн тĕрлĕ 18 мероприяти иртнĕ. Тĕп вырăнта, паллах, Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕ.

_ Ăна Владимир Путин Президент ертсе пычĕ, ларура спортăн истори шайĕнчи тапхăрне пĕтĕмлетрĕмĕр, _ тенĕ министр. _ Çав тапхăр 2006 çултан пуçланчĕ, ун чухне пирвайхи программăна йышăннă, çĕр-шыв спорта таврăнчĕ. Ку тапăхра 2015 çулта вĕçлетпĕр.

Спорт общественноçĕ Чăваш Енре пухăннă май тĕрлĕ ыйтăва тишкернĕ, хакланă, аталану çул-йĕрĕсене палăртнă. Çав шутра _ ГТО комплексĕ. Виталий Леонтьевич пытармарĕ: çак комплекс халăхăн пысăк пайĕшĕн норма пулса тăмалла. Çитес çулах пĕтĕм шкулпа аслă вĕренỹ заведенийĕнче ГТО нормативĕсене пурнăçламалла, 2017 çултан тытăнса вара _ пĕтĕм çĕр-шывĕпех.

Виталий Мутко форума ирттерме Чăваш Ене ăнсăртран суйласа илменнине палăртрĕ.

Михаил Игнатьева, республика Правительствине хăнасене тарават йышăннăшăн, йĕркелỹ ĕçне лайăх пурнăçланăшăн тав турĕ. Çапах кунта пухăнас тени чи малтанах Чăваш Енĕн спортпа çыхăннă кăтартăвĕсем лайăххипе сăнавланнă. Михаил Игнатьев форума Чăваш Енре ирттерни республикăшăн пысăк чыс пулнине палăртнă, куншăн Владимир Путин Президента, Виталий Мутко министра тав тунă. Ютран килнĕ журналистсем те чылайăн, çавна май вăл республика çинчен кĕскен каласа пани, паллах, ытлашши пулмарĕ. Халăхăн 36 проценчĕ спортпа туслă, спорт шкулĕсене 31 пин ачапа çамрăк çỹрет. Çакăн витĕмĕ виççĕмĕш çул ĕнтĕ Чăваш Енре ача çуратас енĕпе палăракан ỹсĕмре курăнать, çынсен пурнăç тăршшĕ пысăкланать.

Форумран республикăшăн мĕнле еткер юлать? "Эпир мĕн илсе килнĕ _ пĕтĕмпех юлать", _ пулчĕ хурав. Ку çеç те мар. Виталий Мутко шухăшĕпе _ региона çĕр-шыв Президенчĕ килни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эппин, Чăваш Енпе кăсăкланаççĕ. Çакă республикăра пурăнакансен кăмăлне те витĕм кỹрет, хăйсене ытларах хисеплеме пулăшать.

Тăрăллă манежра

"Раççей _ спорт çĕр-шывĕ" форумăн программипе килĕшỹллĕн Çĕнĕ Шупашкарти лаша спорчĕн шкулĕнче тăрăллă манежа савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Унта Раççей Федерацийĕн спорт министрĕ Виталий Мутко, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата ыттисем хутшăнчĕç.

"Спорта юратакансем валли паха тепĕр объект хута кайрĕ. Лаша спортне суйлакансенчен малашне пысăк çитĕнỹсем кĕтетпĕр. Виталий Муткопа паян эпир спортсменсене лашасемпе ытларах тивĕçтересси пирки калаçрăмăр. Чаплă урхамахсемпе пысăк ăмăртусенче çĕнтерессе, сирĕн хушăртан чемпионсем тухасса шанатпăр. Çитĕнỹ вара лашаран кăна килмест, хăвăрăн та вăй хумалла, кĕлетке-çурăма пиçĕхтермелле. Лашасене юратмалла, вĕсен кăмăлне туйма, сисме вĕренмелле. Лаша спортне суйланă ачасене, çамрăксене, вĕсен ашшĕ-амăшне тав тăватăп, пысăк ăнăçусем сунатăп", _ тенĕ пухăннисене саламланă май Михаил Игнатьев.

Ăсталăх класĕсем

Шупашкарти "Спартак" комплексăн "Çĕнĕ ăру" пăр катокĕнче конькипе эрешлесе ярăнакан ачасемпе çамрăксем валли СССР тата Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ Виктор Кудрявцев тата Лиллехаммерта 1994 çулта иртнĕ Олимпиада чемпионĕ Алексей Урманов

"Çăлтăрлă çул" программăпа килĕшỹллĕн икĕ кун ăсталăх класĕсем ирттернĕ. "Çăлтăрлă çул" программăна пирĕн çĕр-шывра 2011 çулта пурнăçа кĕртме пуçланă. Çак тапхăрта унта Раççей Федерацийĕн пĕтĕм округĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулсенче ăсталăхне туптакансем хутшăнса курнă. "Раççей _ спорт çĕр-шывĕ" форум вăхăтĕнче çĕр-шыври паллă тренерсем ăсталăх класĕсем йĕркелессине, хăйсен çитĕнỹ вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарассине пĕлсен Шупашкарта пăр çинче конькипе эрешлесе ярăнакансем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕ те питĕ савăннă.

"Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр"

Шупашкарта ГТО комплексне аталантарас тата спорт резервне хатĕрлес ыйтупа икĕ пысăк конференци ĕçленĕ. Конференцие РФ спорт министрĕ Виталий Муткопа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

Правительство çуртĕнче иртнĕ конференцире Пĕтĕм Раççейри"Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" физкультурăпа спорт комплексне кашни регионта пурнăçа кĕртесси çинчен калаçрĕç, пурнăçламалли малашнехи тĕллевсене палăртрĕç. Виталий Мутко та ГТО комплексĕ паянхи Раççейшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине каларĕ. "Совет саманинче кашни çын спортпа туслă пулнă, сывă пурнăç йĕркине пăхăннă, ГТО нормативĕсене пурнăçласси ырă йăласен йышĕнчеччĕ. Анчах та 1990 çулсен пуçламăшĕнче ахăр самана пуçлансан спорт çине те алă сулчĕç. 2006 çулта кăна çĕр-шыв аталанăвĕшĕн физкультурăпа спорт питĕ кирлине ăнланса илчĕç, вăл социаллă политикăн приоритетлă енĕсенчен пĕри пулса тăчĕ. Ун чухне федерацин "Раççей Федерацийĕнче 2006-2015 çулсенче физкультурăпа спорта аталантарасси" тĕллевлĕ программи кун çути курчĕ, каярах стратегине туса хатĕрлерĕмĕр. Вĕсемех физкультурăпа спорта вăй илме пулăшрĕç. Хальхи вăхăтра пысăк çитĕнỹсен спорчĕ чи пĕлтерĕшли пулин те массăллă спорта та çул памалла. Вăл çамрăксемпе ачасене спорта явăçтарма май парĕ, олимпçăсем пек çĕнтерỹ патне ăнтăлма хавхалантарĕ", _ тенĕ Виталий Леонтьевич.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика