15 октября 2014 г.
_ Светлана Александровна, эсир пирĕн район кураторĕ пулнă май кашни пысăк мероприятисенче хутшăнатăр. Пирĕн района эсир хăвăр суйласа илнĕ-ши е çỹлтен хушнипе?
_ Çапла, май килнĕ таран кунта иртекен тĕрлĕ мероприятине хутшăнма тăрăшатăп. Анчах та тепĕр чухне ĕçсене пула май килмест, сиктерме тивет. Суйласа илесси пирки вара Министрсен Кабинетĕнче кам ăçта çуралса ỹснине те шута хураççĕ. Манăн ачалăхăм Юхмапа Пăла тăрăхĕнче иртнĕ, Треньел - ман тăван ял, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта ăс-тăн пухнă. Çавăнпа та кунта килсе çỹреме мана кирек хăш вăхăтра та савăнăç.
_ Светлана Александровна, эсир маларах Чăваш Енти Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çăмăл мар лавне туртнă, халь финанс министрĕ. Çак тапхăрти хăш ĕç хăвăра çывăхрах?
_ Кирек мĕнле ĕçре те çын чунне парса ĕçлет, тăрăшать пулсан унăн ĕç ỹсĕмĕ пулатех. Аттепе анне пире мĕн ачаранах ĕçе тĕплĕ те таса чун-чĕрепе пурнăçлама вĕрентнĕ, çавна асра тытса тăрăшатăп та.
_ Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче вăйра тăракан саккунсемпе усă курса халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатма палăртнă. Çак тĕллевсем еплерех пурнăçланса пыраççĕ?
_ Михаил Васильевичăн тĕп тĕллевĕ _ халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатасси. Çавна май виçĕ çула республика бюджетне йышăнса хăварнă. Ун шайĕнче мĕн пур тĕп сферăри ĕç-хĕлех пырса тивекен Чăваш Республикин патшалăхăн 15 программине йышăннă, çавсем пурте пурнăçланса пыраççĕ.
_ Чăваш Енĕн малашнехи тĕллевĕсем тата республика пурнăçĕнчи кăçалхи паллă пулăмсем çинчен кăштах паллаштарсамăр.
_ Паянхи кун чи палли ĕнтĕ вăл _ "Раççей _ спорт çĕр-шывĕ" форум ирттерни. Раççей ертỹлĕхĕ ăна пирĕн патра ирттерме йышăнни пирĕн республикăн сумĕ пысăккине çирĕплетет. Çакăн пек мероприятисем пирĕн патра иртни республикăн бюджетне тупăш кĕртме май парать. Кăçал унăн тупăш калăпăшĕ 2959,2 млн тенкĕ ỹсет, 36 млрд та 579 млн тенкĕпе танлашать. Вăл шутран тавăрса памалла мар виçе кăна 15068,6 млн тенкĕ. Бюджета çавăн пекех бюджет сферинчи çынсен шалăвне ỹстерме, бюджетăн балансне тытса тăма, вĕренỹ тытăмĕнчи мероприятисене ирттерме, агропромышленноç комплексне аталантарма тата ытти тĕллевпе килекен тĕрлĕ дотаципе бюджетсен хушшинчи трансферт пуянлатĕ.
_ Шупашкарта Пăр керменĕ тума пикеннине илтнĕччĕ. Вăл ĕç мĕнлерех пырать?
_ Шупашкарти Пăр керменĕ тума паянччен 716 млн тенкĕ хывнă. Виçĕ çăл куçран укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Пĕри _ Федераци бюджетĕнчен килни _ 240 млн, республика бюджетĕнчен 226 млн тенкĕ куçарнă, çавăн пекех 250 млн тенкĕ _ спонсор пулăшăвĕ, "Газпром" ыр кăмăллăх фондĕнчен уйăрнă нухрат тата бюджет тулашĕнчен пухăннă укçа.
_ Республикăри ытти районсемпе танлаштарсан пирĕн район çинчен мĕн каланă пулăттăр?
_ Чăваш Республикинчи пур районти халăх та тăрăшса ĕçлет. Эпир, чăвашсем, ĕçлеме хăнăхнă, ĕçчен халăх. Çапах та республикăн кăнтăр енчи районĕсен çыннисем маттуртарах пек. Кунти халăх пĕр-пĕринчен ăмăртса çурт-йĕр çавăрать, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать, пахча-çимĕç туса илет. Çĕр улминех илер. Пахчипех лартса çитĕнтереççĕ ăна. Шупашкар енчи ял халăхĕ çĕр улмине ун чухлĕ лартмасть.
_ Патăрьел районĕн çитĕнĕвĕпе аталанăвĕ, малашлăхĕ çинчен мĕн каланă пулăттăр?
_ Патăрьел районĕ _ аталанса пыракан районсенчен пĕри. Кунта муниципалитет пурлăхĕпе тухăçлă усă курни куç умĕнче. Бюджетăн тупăш пайне тултармалли çăл куçсемпе пĕлсе, вырăнлă ĕçлеççĕ. Унăн 70 проценчĕ районăн экономикăпа социаллă аталанĕвĕ çине каять. Нумай пулмасть кăна Шăнкăртамра, Сăкăтра, Тутар Сăкăтĕнче çĕнĕ шкулсем хута кайрĕç. Халĕ Турхан шкулне çĕклеме 50 млн укçа уйăрнă, унăн проекчĕ хатĕр. Çавăн пекех кунта çĕнĕ ача сачĕсем, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем уçăлчĕç. Ĕлĕкрех аякри ялсене çитсе килме ансат пулнă пулсан, халĕ районти кашни ялах çул сарнă. Ялсенче çĕнĕ урамсем хутшăнаççĕ. Районта çитĕнекен ăру сывă та тĕреклĕ ỹстĕр тесе пĕтĕм условисем туса пама тăрăшаççĕ, икĕ спорт комплексĕ, шкулсенче спортзалсем ĕçлеççĕ. Уйрăм предпринимательсен йышĕ те ỹссех пырать. Пĕтĕмĕшле илсен, Патăрьел районĕ аталанать. Ку пĕтĕмпех район ертỹçи кашни пуспа вырăнлă та тĕрĕс усă курнипе пулса пырать.
_ Светлана Александровна, тавтапуç сире вăхăтăра шеллеменшĕн, малашнехи ĕçре ăнăçу, çитĕнỹ сунатпăр.
Н. МАЗЯКОВА калаçнă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)