15 октября 2014 г.
Юлашки вăхăтра Атăлçи тăрăхĕнче час-часах лаша спорчĕн ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Иртнĕ шăмат кун та Чĕмпĕрте тăватă çултан аслăрах ăйăрсемпе кĕсресен пысăк ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта республикăсенчи чи вăйлă утсем хутшăнчĕç.
Республика чысне хỹтĕленисен хушшинче пирĕн район "çилçуначĕсем" хальхинче те малтисен йышне кĕчĕç. Сăмахран, Пăлапуç Пашьелĕнчи Сергей Кузьмичев тытса пыракан Комбинатор 2400 метрлă дистанцие 3 минут та 18 секундра тухса финиша пĕрремĕш кĕчĕ. Сергей Николаевич ултă çулхи урхамаха питĕ ăста хатĕрленине палăртса хăвармалла. Вăл чупнине сăнаса тăма та кăмăллă пулчĕ.
Тепĕр ушкăнсемпе вара пирĕн районтан харăсах виçĕ лаша та хутшăнчĕç. Вĕсем пурте 1600 метра чупрĕç. Чи кăтартулли Шăнкăртамри А. Хамбиков тытса пыракан Сахалин пулчĕ. Иккĕмĕш вырăнта Надфиль, виççĕмĕшĕнче Гамбург. Тилхеписене тытса пыракансем _ Каншелĕнчи В. Федоровпа Тикешри А. Краснов.
Октябрĕн 18-мĕшĕнче районти "Хĕвеллĕ" уçланкăра лаша спорчĕн кăçалхи сезонне хупмалли ăмăрту пулать. Шанас килет, çак ăмăрту та пирĕншĕн пĕр йĕрсĕр иртмĕ.
Н. КРАСНОВ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)