АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТỹРĕ ТИКĕС çУЛПАЛА

18 октября 2014 г.

Çулпа транспорт унталла та кунталла вăш! та ваш! иртсе çỹрет. Пурте çитмелли çĕре васкаççĕ. Çатма пек тикĕс асфальтпа халь ăçта кайма та кăмăллă çав! Пирĕн районта хытă çул çитмен пĕр ял та тăрса юлман. Çакăнта çул-йĕр ĕçченĕсен тỹпи те пысăк. Вĕсем çанталăк ăшăтсанах вăй хума пикенеççĕ. Тăрăшмалли вара çителĕклех: асфальт сармалла, курăксене çулмалла, çул-йĕр айккисене, павильонсене тирпейлемелле, асăрхаттару паллисене улăштармалла е çĕнетмелле, шăтăк-путăксене сапламалла... Хĕлле те пушă тăмаççĕ. Çил-тăман вĕçтерет е лапка-лапка юр çăвать _ ирпе-ирех çул тасатма васкаççĕ, пăрланнă вырăнсене хăйăрпа тăвар хутăшне сапаççĕ.

Республикăри "Чувашавтодор" пĕрлешĕвĕн Патăрьелĕнчи çул-йĕр тăвакан тата юсакан управленийĕ районти республика шайĕнчи çула _ 89,7, вырăнтине _ 115,3, Елчĕк тăрăхĕнчи республика шайĕнчине _ 55,6, вырăнтине 36,8 çухрăм пăхса тăрать. Кăçал кунта тар тăкакансем çуркуннех шăтăк-путăка саплама пикенчĕç. Çавăн пекех çу каçипе Чĕмпĕр облаçĕнче (Саранск _ Сурски _ Чĕмпĕр) çула 4 çухрăм тĕплĕн юсанă. Пирĕн строительсем Шупашкарта, Йĕпреçре, Канашра, Красноармейскинче те вăй хунă.

_ Çул-йĕр тăвакансен ĕçĕ яланах çын куçĕ умĕнче. Анчах та чылай чухне эпир мĕн тунине хисеплеменни шухăшлаттарать. Рабочисем трассăпа çỹрекенсене кăмăллă пултăр тесе çул айккисене, автобус чарăнакан вырăнсене çỹп-çапран тасатсах тă-раççĕ. Шел пулин те, павильонсем патне килти ăпăр-тапăра, выльăх тислĕкĕ таранах пăрахса хăвараççĕ. Кюветра çĕтĕк-çурăк тултарнă хутаçсе-не те курма пулать, _ тет В. Романов прораб.

Патăрьелсем сивĕ хĕле кĕтсе илме те тĕплĕн хатĕрленнĕ. Çул пăрланасран сапакан хăйăрпа тăвар хутăшне 4000 тонна янтăланă. Юр хыракан, çав вăхăтрах ятарлă хутăша сапакан 5 КамАЗ тиекен техника тата экскаватор та паян тесен паян ĕçе пуçăнма юрăхлă. Хура кĕркуннепе сивĕ кунсенче, маларахри çулсенчи пекех, талăкĕпех дежурство йĕркелеме палăртнă. Çунтармалли-сĕрмелли материал та çителĕклĕ.

Кадрсем яланах тĕп вырăн йышăнаççĕ. Кунта тăрăшакасенчен нумайăшĕ чылай çул вăй хураççĕ. Пурте опытлă. И. Исаев, Н. Смирнов, О. Рубцов, Р. Давыдов, Г. Рубцова, Л. Илюткин, В. Митрофанов кăçал Чăваш Республикинче çул-йĕр тата транспорт министерствин, "Чувашавтодор" пĕрлешĕвĕн, район администрацийĕн тата район администрацийĕн строительствăпа обществăлла инфратытăм пайĕн Хисеп хучĕсене илме тивĕçнĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика