АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĕП ТЕМĂСЕМ _ БЮДЖЕТ, СПОРТ ФОРУМĕ…

18 октября 2014 г.

Октябрĕн 15-мĕшĕнче районта йăлана кĕнĕ информаци кунĕ иртрĕ. Хальхинче унта Культура министрĕн çумĕ Альбина Алексеева, гуманитари наукисен институчĕн директорĕ Юрий Исаев, РФ социаллă страховани Фончĕн регионти уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Эльвира Воронцова хутшăнчĕç.

Информушкăн чăн малтанах район администраци пуçлăхĕпе Н. Глуховпа, информаци ушкăнĕн ертỹçисемпе тĕл пулса кун темисене пăхса тухрĕ. Чăваш Республикин 2015 çулхи тата планпа пăхнă 2016 тата 2017 çулсенчи бюджет политикин тĕп енĕсене тишкернисĕр пуçне информаци кунне хутшăннисем Чăваш Енĕн тĕп хулинче иртнĕ "Раççей _ спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм тĕнчери V форумĕн пĕтĕмлетĕвĕ пирки те калаçрĕç. Ялсене, çулсемпе унăн хĕррисене, пиртен ĕмĕрлĕх уйрăлнă çынсем канлĕх тупнă масарсене тирпей-илем кĕртесси, хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăрта пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмалли йĕркесем пирки те сăмах хускатрĕç.

Информаци ушкăнĕ Туçа ял тăрăхĕнчи врач амбулаторийĕнче, аптекăра, "Сар хĕвел" ача сачĕпе культура аталанăвĕпе халăха библиотека тивĕçтерĕвĕн центрĕнчи ĕç коллективĕсемпе курнăçрĕ, спорт форумĕн итогĕсемпе паллаштарчĕ. Тĕнче пĕлтерĕшлĕ мероприяти çỹллĕ шайра иртсе кайнине хисеплĕ хăнасем хакланисенчен тепĕр хут пĕ-тĕмлетỹ тума пулать. Аталанса, чечекленсе пыракан Чăваш çĕр-шывĕнче йĕркеленĕ форума Раççей Президенчĕ Владимир Путин хутшăнса ырă сăмахсем калани те кашни çынра шанăç çуратать. Спорта аталантарас тĕллевпе пирĕн республика хыснинчен сахал мар укçа-тенкĕ расхутланать. Юлашки пилĕк çулта çеç физкультурăпа сиплев комплексĕсем, спорт залĕсем тума пилĕк миллиард тенкĕ кайнă. Çамрăксемпе ытти çынсене спорта явăçтарас, вĕсен сывлăхне çирĕплетме кирлĕ условисем туса парас тĕллевпе пирĕн Патăрьел районĕ те нумай ĕç тăвать. Ахальтен мар ĕнĕ Альбина Ивановна хăйĕн сăмахĕнче Патăрьелсем ГТО нормисене панă çĕрте хастарлăх кăтартасса çирĕп шаннине палăртрĕ.

Информаци кунĕнче тĕп ыйтусемпе юнашарах çул-йĕр çинчи автоаварисем, вырăнсенче вут-кăварпа пулакан инкексем пирки те калаçăва çивĕчлетрĕç. Вĕсем никамшăн та çĕнĕ тема мар пулин те республикăра çул çинче йĕркене пăхăнмасăр çỹрекен водительсем тупăнсах тăраççĕ: руль умне ỹсĕрле ла-раççĕ, пиçиххипе çыхăнмаççĕ, çуран пыракана çул урлă каçармаççĕ тата ытти те. Çакнашкал сăлтавсене пула тăхăр уйăхра пилĕк ачан пурнăçĕ татăлнă, 184 çын аманнă. Граждансемпе тĕл пулнă чухне ял халăхĕн пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе яврĕç.

Хамăр корр

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика