АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăр ĕçе вăйлатмалла

18 октября 2014 г.

Республика Пуçлăхĕ çумĕнчи инвестици хывассине вăйлатас тĕл-левпе ĕçлекен канаш ларăвĕ иртнĕ. Унта федераци субъекчĕсене инвестици кỹрессине еплерех йĕркеленине палăртакан наци рейтингне Чăваш Ен хутшăнассипе, туризм инфратытăмне тăвассипе, кредит илсе инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă.

Михаил Игнатьев кăçал наци рейтингĕн эксперчĕсем, институчĕсем, стратегиллĕ пуçарусен агентстви пилот проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕ регионсене çеç мар, мĕн пур субъекта хак парассине пĕлтернĕ. "Çавна май кун йĕркинчи ыйтусем пирĕншĕн уçăмлă. Вĕсем пурнăçпа тачă çыхăннă. Наци рейтингĕ ларакан ыйтусене тĕпе хурса хамăр ĕçе вăйлатмалла. Пирĕн ỹсĕмлĕ аталану кăтартăвĕсене шута илсе пĕр вырăнта чарăнса тăмалла мар, малаллах талпăнмалла, Чăваш Енĕн ĕçлĕ талккăшне татах сармалла. Ăна хушса пырасси нумай сăлтавран килет. Çапах та чи кирли _ республикăна инвестици хывакан харпăрлăхçăсене тухăçлă ĕçлеме май тăвасси", _ тенĕ вăл.

Çĕр-шывсен шайĕнчи экономика санкцийĕсен тапхăрĕнче бизнесменсем нумай çул тавăрмалли кредитпа çыхланасшăн мар, ăна темиçе çуллăха çеç илеççĕ. Çавăнпа инвесторсене экономикăна явăçтарма йывăр.

"Производство умне çавнашкал чăрмав тухса тăчĕ пулин те пирĕн суйласа илнĕ çулпа малаллах каймалла, _ тенĕ М. Игнатьев.

_ Кирек хăш предпринимателе продукци туса кăларма е пулăшу ĕçĕ пурнăçлама пулăшмалла. Чăваш Ен экономики аталаннă, социаллă пурнăçпа политика лару-тăрăвĕ çыпăçуллă-килĕшỹллĕ, инвестици хываслăх теветкеллĕхĕ пĕчĕк. Республикăн промышленноçри, строительствăри, агропромри, уйрăммăн илсен _ ял хуçалăхĕнчи, потребительсен рынокĕнчи ĕç кăтартăвĕсем пĕлтĕрхинчен лайăхрах. Тупăшсем 3,6 процент пысăкрах".

Михаил Игнатьев туризма аталантарассипе çыхăннă ыйту çинче те чарăнса тăнă. "Чăваш Енре туристсем йышлăн пуçтарăнаççĕ, _ тенĕ вăл.

_ Кашни тăваттăмĕш _ ĕç тĕллевĕпе килекенни. Пурте çĕр каçса каяççĕ. Паллах, кунта апатланаççĕ, канаççĕ. Вĕсене лайăх пăхмалла. Сервис пахалăхĕ çỹллĕ шайра пулсан çеç пирĕн пата татах килĕç".

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика