22 октября 2014 г.
Районта республикăри районсенчи больницăсенчи тĕп врачсен кунĕ иртрĕ. Пленари пайĕнче Чăваш Республикин сывлăх тата социаллă политика министрĕ А. Самойлова, район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов пулчĕç. Николай Иванович район пурнăçĕпе, унăн малашлă-хĕпе паллаштарчĕ.
Форума А. Самойлова ертсе пычĕ. Район больницин тĕп врачĕ Г. Петрова ĕçтешĕсене сывлăх учрежденийĕн кăçалхи 9 уйăхри кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, 2018 çулчченхи аталану çул-йĕрĕ çинче чарăнса тăчĕ. Кунти больница районсем хушшинчи сиплев учрежденийĕ шутланать, талăкĕпех 198 койка çинче выртса сипленме пулать. Кăнтăрлахи уйрăмра _ 75 вырăн.
Районта 32 фельдшерпа акушер пункчĕ тата пĕтĕмĕшле практика врачĕн 12 уйрăмĕ ĕçлеççĕ. "Ял тухтăрĕ" программăпа килĕшỹллĕн 3 çулта 32 специалист килнĕ.
Сывлăх учрежденийĕсенче "МИС-Статистика" программа комплексне ĕçе кĕртнĕ. Унпа килĕшỹллĕн медицинăн электронлă карттине хута янă, васкавлă пулăшу уйрăмĕн пĕрлĕхлĕ диспетчер службине тата ыттине те тунă. Иртнĕ çул электронлă çыхăнупа врачсем патне 4781 çын çырăннă. Республика больницисене çак мелпе 5 пин ытла пациент йышăнăва кайнă.
Умри тĕллевсем çинче министерствăн медицина пулăшăвĕн пайĕн начальникĕ Е. Гурьянова чарăнса тăчĕ. Туберкулеза хирĕçле кĕрешес ыйтăва республикăри диспансерăн тĕп врачĕ Ж. Еленкина çĕклерĕ.
Сывлăха сыхлас ĕçри тăрăшуллă ĕçченсем министерствăн Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисене илчĕç.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)