АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КОНКУРСА ПĕТĕМЛЕТРĕç

22 октября 2014 г.

Юпа уйăхĕн 10-мĕ-шĕнче Патăрьелĕнчи культурăпа кану çуртĕнче республикăри ача-пăча библиотеки тата Е.Светлая писатель пуçарнипе йĕркеленĕ "Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисем _ ачасен куçĕпе" конкурсăн пĕтĕмлетĕвне ирттерчĕç. Вăл "ЛУКОЙЛ" акционерсен пĕрлĕхĕн "Чăваш Енĕн çуран çỹрекен çамрăкĕсем" проек-чĕпе килĕшỹллĕн иртет.

Пĕтĕмлетỹ комиссийĕ Елчĕк, Комсомольски, Шăмăршă тата Патăрьел районĕсен ача-пăча библиотекисем йĕркеленĕ мероприятисене пăхса тухрĕ.

Çĕнтерỹçĕсене çулне кура палăртнă: кĕçĕн, вăтам, тата аслă ушкăнсем. Кашни номинацире пĕрер çĕнтерỹçĕ, унсăр пуçне темиçе лауреат. Ачасен ертỹçисене чылайăшне Тав хучĕпе палăртнă. Уява республикăри ача-пăча библиотекин ĕçченĕ Вера Дилек конкурса хутшăннă ачасене тав сăмахĕ каласа уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Чыслав çỹллĕ шайра иртрĕ, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 4 "б" класра вĕренекенсем (класс ертỹçи С.Сафьянова), кану центрĕн ачасемпе ĕçлекен методисчĕ В.Арланова театрализациленĕ инсценировкăсемпе тата чуна тивекен савăк юрăсемпе илем кỹчĕç.

Çавăн пекех пухăннисене сцена çинчен Валерий Кошкин писатель, районти çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн уйрăмĕн инспекторĕ Константин Платонов конкурса хутшăннăшăн тав туса парнесемпе чысларĕç. "Литературное произведение" номинацинче пирĕн районтан Регина Иванова, "Рисунок" номинацире 10 çулхи ỹсĕмрисен хушшинче Елена Лепешкина 1-мĕш вырăнсем йышăнни пурне те савăнтарчĕ. Республикăри ача-пăча библиотекин администрацийĕ конкурса хастар хутшăннă Патăрьелĕнчи ача-пăча библиотекин ертỹçине В. Лукинана, кунти методиста А. Иголкинана, Ю. Аканов художника, Н. Исаева тĕп библиотека директорне, пĕрремĕш вăтам шкулăн вĕрентекенĕсене Л. Сорокинапа В. Аппакована тата полицин аслă лейтенантне Константин Платонова Тав хучĕсемпе чысланă.

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика