АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккунсемпе паллашаççĕ

22 октября 2014 г.

 Раççейре вĕренекен çамрăксене пенси саккунĕсемпе паллаштармалли вĕрентỹ проекчĕн черетлĕ тапхăрĕ старт илчĕ. Çавна май пенси фончĕн районти управленийĕ уçă алăксен кунне ирттерчĕ. Унта Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти вуннăмĕш классем хастар хутшăнчĕç. Вĕренекенсене специалистсем пенсин çĕнĕ формули çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕç.

Ĕç тỹлевĕ пенси йĕркеленнĕ чухне тỹрремĕнех витĕм кỹрессе палăртрĕç тата ытти те. Чылай ыйту пачĕ çитĕнекен ăру, вĕсене тивĕçтерекен хурав илчĕ. Пенси фончĕн ĕçченĕсем обществознани вĕрентекенĕсемпе малашне те шкулсенче факультатив занятийĕсем ирттерме пулаççĕ. Каярахпа мĕн пĕлнине тĕрĕслес тĕллевпе ăсталăх конкурсĕсем иртмелле.

Вĕрентỹ проекчĕ виççĕмĕш çул пырать.

И. КУЗНЕЦОВА, районти пенси фончĕн начальникĕн çумĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика