АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Культура çынни тата çын культури"

29 октября 2014 г.

ÇАК ятпа иртнĕ районти çамрăксем хушшинчи КВН финалĕ. Савăнăçлисемпе тавçăруллисен финалти шỹтлĕ мероприятине Культура çулталăкне халалланă. Унта чи-чи пултаруллă командăсем хутшăннă.

Хисеплĕ жюри членĕсем сцена çинчи артистсене виçĕ енĕпе хакланă тата пахаланă: салам сăмахĕ, "Новости субкультуры" темăпа пĕрер ыйту тата "Культурным быть не запретишь" ятпа килти ĕç. Кашниех хăйĕн тавçăрулăхĕпе, маçтăрлăхĕпе уйрăлса тăнă. Çапах та, кирек мĕнле ăмăртури пекех, вăйлинчен вăйлисене уйăрса илмех тивнĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти "Первые" членĕсем чăннипех те хăйсем суйласа илнĕ ята тỹрре кăларнă, республикăри КВН-фестивале кайса район чысне хỹтĕлеме тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăнта _ Патăрьелĕнчи иккĕмĕш тата Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкул хастарĕсем, виççĕмĕшĕнче _ Хирти Пикшиксемпе Тутар Сăкăтсем тата Патăрьелĕнчи ял хуçалăх техникумĕн çамрăкĕсем.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика