29 октября 2014 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата федерацин çул-йĕр агентствин ертỹçи Роман Старовойт "Атăл М-7" автоçула (Муркаш районĕнче) юсаса реконструкциленĕ хыççăн савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă.
Тухса каланă салам сăмахĕнче республика Пуçлăхĕ юлашки çулсенче федераллă магистральсене модернизацилессине тата тăвассине сахал мар укçа-тенкĕ хывни çинчен каланă, кунпа пĕрлех Чăваш Енре регион пĕлтерĕшлĕ, муниципалитетсене çыхăнтаракан аслă çулсене реконструкцилес ĕçсем пынине палăртнă. Юсаса çĕнетнĕ тăватă полосаллă "Атăл М-7" автомагистраль Мускав хулинчен пуçласа Владимир, Чулхула, Хусан хулисемпе иртсе Уфана çитиччен тăсăлать. Вăл хальхи вăхăтри автотрассăсен пахалăхне туллин тивĕçтерет. Ун çинче çул каçмăшсем, çуран çынсем çĕр çийĕпе утса каçмалли вырăнсем пур. Çул хĕррипе хăйăр базисем, 15 автопавильон туса лартнă, 24 пин метр тăршшĕ çула картлавсемпе хỹтĕленĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)