АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТАЙМА ПУç СИРЕ, ЯЛ ĕçЧЕНĕСЕМ!

29 октября 2014 г.

Ял хуçалăх ĕçченĕсемпе продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен уявне районти культурăпа кану центрĕнче паллă турĕç. Унта производствăра малта пыракансемсĕр пуçне хăнасем, ветерансем, ертỹçĕсемпе специалистсем те хутшăнчĕç. Ку тапхăрчченхи ĕçе пĕтĕмлетсе райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ М. Калмыков доклад турĕ.

Çанталăкĕ вăхăтра çумăрпа савăнтармарĕ пулин те, ĕç кăтартăвĕсем питех хурлантармаççĕ пире. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 18407 гектар, çĕр улмине 1787 гектар, пахча çимĕçе _ 61, сахăр чĕкĕнтĕрне _ 300, сухан-севока _ 159, тымар-çимĕç культурисене 10700 гектар çинче çитĕнтернĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене кашни гектартан районĕпе вăтамран 23,3 центнер пухса кĕртнĕ.

"Исток" çĕр ĕç фирминче, "Батыревский" пĕрлешỹре, Ф. Чабатов тата Е. Мартышкин хресчен фермер хуçалăхĕсенче тухăç 30 центнертан та иртнĕ. Çĕр улми 138 центнерпа танлашнă. Сухан-севока районĕпе гектартан вăтамран 121-шер центнер илнĕ пулсан, Е. Мартышкинпа Л. Краснова фермер хуçалăхĕсенче вара 280 центнера çитернĕ. "Исток" сахăр чĕкĕнтĕрне тухăçлă çитĕнтерет. Ăна хуçалăхра 300 гектар акнă пулнă. Кашнийĕшĕнчен 400-шер центнер пухса кĕртнĕ.

Çитес çулхи тухăç никĕсĕ те кăçалах хурăнать. Çĕртме туса хăварнипе пĕрлех 5066 гектар кĕрхи культурăсем акнă.

Акакан-лартакан лаптăксен 33 проценчĕ выльăх апачĕлĕх культурăсем йышăнаççĕ. Анчах хăш-пĕр хуçалăхра нумай çул ỹсекен курăксене пĕр вырăнтах 10 çул ытларах тытни те тĕл пулать. Вĕсен тухăçĕ чакать-çке. Çавăнпа та анасене сухаласа урăхрах культурăсем çитĕнтересси çинчен шутламаллах. Выльăх-чĕрлĕх йышĕ ỹсни те çак ыйтупа тĕплĕнрех ĕçлеме кирлине çирĕплетет.

Професси уявне "Батыревский", "Исток", "Красное Знамя", "Звезда", "Малалла", "Труд", "Корма", "Первомайск" хуçалăхĕсенче, Краснова, Санзяпов, Федоров, Мартышкин, Чабатов, Бикчурин тата ытти хресчен- фермер хуçалăхĕсенче ĕçри çитĕнỹсемпе кĕтсе илчĕç. Пирĕн район çĕр улми çитĕнтерессипе республикăра малтисен шутĕнче тăрать. Сахăр чĕкĕнтĕрĕн 60 процентне Патăрьелсем туса илеççĕ. Сухан-севок ỹстерессипе вара Раççейĕпех чапа тухрăмăр.

Мĕн çитĕнтернине упрама та пĕлетпĕр. Кăçал çеç 2800 ытла тонна кĕмелĕх çĕр улми хранилищисем ("Красное Знамя" _ 1000, "Весна" пĕрлешỹре _ 1000, Е. Мартышкин хуçалăхĕнче 800 тонна) хута янă.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси те ял хуçалăхĕнчи тĕп отрасльсенчен пĕри шутланать. Унта та сахал мар çын вăй хурать. Кăçалхи 9 уйăхра 5300 тонна аш-какай туса илнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем ку енĕпе ĕçе чылай лайăхлатнă. Тĕслĕхе "Юрма" агрохолдинга, "Батыревский", "Исток", "Малалла", "Первомайск" пĕрлешỹсене илсе кăтартма пулать. Вĕсенче мăйракаллă шултра выльăхсем вăтамран талăкра 600-шер, сыснасем те çав шаяллах ỹт хушса пыраççĕ.

Сĕт суса илесси иртнĕ çулхи çак тапхăртан 7 процент ытла ỹснĕ. Ку енĕпе "Батыревский", "Звезда", "Красное Знамя", "Исток", "Труд" хуçалăхсем малта.

Районти мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче 19 пин ытла мăйракаллă ĕне выльăх, 18,5 пин пуç сысна, 8 пин ытла сурăх, 88 пин кайăк-кĕшĕк шутланса тăрать.

Выльăх-чĕрлĕх фермисене çĕнетни, реконструкцилени те продукци илес ĕçе витĕм кỹретех. Иртнĕ çул "Батыревский" хуçалăхра 200 пуç вырнаçмалăх, Р. Санзяпов патĕнче 80 пуç вырнаçмалăх витесем хута кайнă. Çавăн пекех Р. Санзяпов патĕнче 120 пуç, И. Шарафутдиновăн _ 60, Р. Чемеровăн 50 пуç вырнаçмалăх витисенче реконструкци ĕçĕсем пыраççĕ. "Труд" тата "Исток" хуçалăхсенче те выльăх-чĕрлĕх пỹлĕмĕсене çĕнетнĕ.

Районта выльăх-чĕрлĕхе пусса тирпейлемелли 4 цех ĕçлет.

Хуçалăхсенче ăрат ĕçне тимлĕх уйăрасси те малта тăрать. Çавна май "Истокра" 57, Санзяпов _ 30, Бухарин _ 10, "Красное Знамя" хуçалăхра 15 пушмак пăру, "Юрма" агрохолдингра 161 ăратлă çамрăк выльăх туяннă.

Хресчен-фермер хуçалăхĕсен йышĕ ỹсни савăнтарать. Вĕсене аталанма патшалăх паракан пулăшу та сумлă. 27 фермерпа 2 выльăх-чĕрлĕх ферми тытакана 30 миллион ытлалăх грант тивĕçнĕ.

Районти хуçалăхсенче 4300 ытла хурт çемйи пур. Вĕсенчен 700шĕ _ ял хуçалăх предприятийĕсенче. Уйрăм секторта вĕлле хурчĕ тытакансем ỹсеççĕ. Çакă та çамрăксене ĕçлĕ пулма, патшалăх пулăшăвне илме хавхалантаратех. Утарçăсемпе ĕçлени кăçал кашни çемьерен 72 килограмшар пыл туса илме май пачĕ.

Продукци илес ĕçре выльăх-чĕрлĕхе тĕрлĕ чир-чĕр ересрен хỹтĕлессинче ветеринари ĕçченĕсен тỹпи пысăк пулнине палăртса хăвармалла.

Ял хуçалăх производствине тивĕçлĕ аталантарас ĕçре техникăна çĕнетни, пуррисемпе тухăçлă усă курни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăçал 40 трактор, тĕш тырă пухакан пĕр, выльăх апачĕ пухакан 2 комбайнсем туянни кăмăллă.

Продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен уявĕ те çке-ха. "Батыревский" апат-çимĕç комбиначĕ, "Союз" пĕрлешỹ, Грачевсен, Владимировсен, Мухутдиновсен тата ыттисен çăкăр пекарнисем аван ĕçлеççĕ. Вĕсен продукцийĕсене кỹршĕллĕ районсенче, çавăн пекех Тутарстан Республикипе Чĕмпĕр облаçĕсенче те хаваспах туянаççĕ.

Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕпе чăх-чĕп станцийĕн те ĕç кăтартăвĕсем лайăх. Улма-çырла хунавĕсене тĕрлĕ регионсене ăсатаççĕ ĕçченсем. ИПС ра та 100 пин ытла кайăк-кĕшĕк кăларнă. Районти агропромышленность техникумĕ кадрсен лаççи шутланать. Унта вĕренекенсене конкурспа илни савăнтарать. Халиччен мĕн туни хамăртах юлать. Яла аталантарас, çĕртен тухăçлă продукци илес тесен тата та тăрăшмалли майсем пурах-ха. Отрасль пуянлăхĕ _ çынсем. Вĕсен тăрăшулăхĕпе савăнмаллах пирĕн. Сывлăхĕ çеç пултăрах ĕç аллисен.

Уяв ячĕпе пухăннисене çавăн пекех район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ ял хуçалăх министрĕ С. Павлов, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем О. Мешковпа П. Никифоров, "Россельхозцентр" патшалăх учрежденийĕн ертỹçин çумĕ О. Исаев, "Россельхозбанк" тата "Сбербанк" ертỹçисем Р. Селивановпа А. Григорьев тата ыттисем те саламларĕç. Тивĕçлисем республика, район шайĕнчи грамотăсемпе парнесене илчĕç.

Уява хутшăннисене культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем, "Илем" ансамбль савăк юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика