АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренмелли нумай

29 октября 2014 г.

Нумай пулмасть Вăрнар районĕнчи çирĕп утăмпа малалла аталанса пыракан аш-какай комбинатне çитсе ĕç-хĕлпе паллашма тỹр килчĕ. Республика пуçлăхĕсем ял хуçалăхĕнче ертỹçĕре тăрăшнă ветерансене те манмаççĕ курăнать: пирĕн пек ветерансене те йыхрав янă. Ял хуçалăх агрохолдингĕн территоринче Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю. Попов йĕркеленĕ канашлу пуриншĕн те усăллă пулчĕ. Унăн ĕçне Ял хуçалăх министрĕ С. Павлов, ПК Председателĕн çумĕ О. Мешков та хутшăнчĕç. Вăхăтĕнче чылай çулшар ял хуçалăхĕнче тимленĕ шурсухалсене канашлăва явăçтарас тесе вара республикăри АПК ветеранĕсен канашĕн ертỹçи В. Шадриков чылай тăрăшнă. Сăмах май каласан, хальхи вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те çакнашкал общество организацийĕ пур.

Канашлура паянхи кун пурне те пăшăрхантаракан ял хуçалăх ыйтăвĕсене çивĕчлетрĕç. Кунтах çак пысăк хуçалăхăн çитĕнĕвĕсемпе те паллаштарчĕç. Комбинат _ паянхи пурнăç ыйтакан кăткăс ыйтусене татса паракан агрохолдинг. Вăл аш-какай, кăлпасси, консерв тата ытти çурмафабрикатсем, пельмен кăларнисĕр пуçне 15 пин гектар сухаласа акăнакан çĕр тытса тăрать. Çак çĕр çинче 35 пин сысна, 2 пин ĕне выльăх усраççĕ. Ял хуçалăх культурисенчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, куккурус, çĕр улми туса илеççĕ.

Ытти çулсенче агрохолдинг куккуруса силос валли çеç акнă пулсан, паянхи кун унăн тĕшшине те туса илеççĕ. 2009 _ 2012 çулсенче производствăна пĕтĕмпех модернизациленĕ, ĕç калăпăшĕ те, унăн тухăçлăхĕ те палăрмаллах ỹснĕ. Ĕне сăвакансен ĕç укçи 17 пине çитнĕ.

2010 _2012 çулсенче çеç холдинг 70 миллион тенкĕлĕх ял хуçалăх техники туяннă. Вăл шутра 4 комбайн, 3 трактор, 2 акакан агрегат тата выльăх апачĕ хатĕрлекен 2 комбайн.

Çĕнĕлĕхсем, вĕсенчен вĕренмеллисем татах та нумай. Иртнĕ çулта агрохолдинг пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене типĕтме 28 миллион тенкĕлĕх комплекс хута янă. Çак çĕнĕ техника сехете 50 тонна тырă е куккурус тĕшшине типĕтме пултарать. Эпир ĕçленĕ çулсенче вара тухăçлă ĕçлекен сушилка та 5 тонна çеç типĕтейнĕ. Вăрнарсем пурнăç таппинчен юлманни, мал ĕмĕтпе пурăнни савăнтарчĕ те, тĕлĕн-терчĕ те.

Паян ял хуçалăх ыйтăвне хускатсанах чĕрене ыраттаракан тĕслĕхсем пĕрин хыççăн тепри куç умне тухса тăраççĕ. Малтан харпăр-хăй хуçалăхĕсенчен лашине, вăкăрне, çуни-урапине (пĕкки таранчченех) туртса илсе коллективлă хуçалăхсем тунă. Паян вара каялла саланса кайрăмăр та, 20 çул хушшинче те пуçтарăнса пĕтейместпĕр. Вăрнарта ирттернĕ анлă канашлура та пĕчĕк çемье, хресчен, фермер хуçалăхĕсемпе малалла кайма май çукки çинчен çирĕплетсех каларĕç, Вăрнарсен тĕслĕхĕ малашлăх аталану çулĕ пулнине çирĕплетрĕç. Çак шухăша эпĕ те ырлатăп.

В. СЕЛИВАНОВ, ĕç ветеранĕ. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика