01 ноября 2014 г.
ХĂШ-ПĔР çăмăллăхсемпе усă куракан граждансем маларахри евĕр районти социаллă ыйтусемпе ĕçлекен центра е хỹтлĕх пайне, ĕлĕкхилле каласан _ собеса _ мар, урăх кантура пымалла пулĕ. Çĕнĕ çултан инвалидсене реабилитацилеме техника хатĕрĕсемпе тивĕçтерес, протезпа ортопеди хатĕрĕсене тăвас тата вĕсене юсас, çавăн пекех санаторисемпе курортсене сипленме каяс (инвалидсемпе уйрăм ушкăнти граждансене) ыйтусемпе социаллă страховани фончĕн районти уйрăмне кайма тивĕ. Тĕплĕнрех 6 _ 15 _ 92 телефонпа шăнкăравласа пĕлме пултаратăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)