01 ноября 2014 г.
Авăн уйăхĕн вĕçĕнче çĕр-шывăн тĕрлĕ регионĕнче, çав шутра Чăваш Енре çынсем психоактивлă хутăшпа йышлăн наркăмăшланни чăннипех пысăк пăтăрмах пулчĕ. Çавна май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Инатьев Чăваш Республикин наркотиксемпе кĕрешекен комиссийĕн черетсĕр ларăвне ирттерсе унта шăпах çак ыйтăва тишкерме сĕнни пĕртте ăнсăртран мар.
Республикăра çĕнĕ йышши психоактивлă хутăшпа усă курнă хыççăн хăйсене япăх туйнипе çынсем медучрежденисенчен пулăшу ыйтнă тĕслĕх тăруках нумайланнă. Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕччен больницăсене 113 çын пынă е вĕсене васкавлă медпулăшу илсе килнĕ. 48 çынна госпитализацилеме тивнĕ. Çак йышăн тĕп пайĕ _ Шупашкар çыннисем. Çавăн пекех 17 çын _ Çĕнĕ Шупашкарсем. Çĕрпỹ, Элĕк районĕсенче, Улатăр, Канаш хулисенче те пулăшу ыйтакансем пулнă.
Тивĕçлĕ органсем çийĕнчех мерăсем йышăннă. Тĕрлĕ ведомство представителĕсене явăçтарса ятарлă ушкăн туса хунă. Ĕç кăтартăвĕ курăмлă: хайхи хутăшпа усă курнă 49 çынна, çав наркăмăша сутас тĕллевпе пĕр-пĕр вырăна пытарнă 5 çынна тытса чарнă.
Хальлĕхе паллă мар хутăшăн ячĕ те çук-ха. Перьмри лаборатори ăна тĕпченĕ, усă курма юраман хутăшсен 1 № списокне кĕртнĕ.
Пĕр хутăш вырăнне тепри килет. Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче право хуралĕн органĕсем республикăра çĕнĕ йышши тепĕр наркотике туртса илнĕ _ 8 кг яхăн! Çак виçен вăрттăн рынокри хакĕ 10 млн тенкĕ ытла иккен. Йĕрсем Пушкăртстана илсе каяççĕ-мĕн. Унта çав наркăмăшăн 25 кг таякан партине туртса илнĕ.
Чи пĕлтерĕшли _ вăхăтра мерăсем йышăнни. Çавна май хайхи çĕнĕ йышши хутăшпа усă курнипе аптранисен сывлăхне сиплеме май çук сиен пулман. Çакнашкал инкеке маларахах сирсе яма май пулман-им текенсене вара çакна пĕлтерни вырăнлă: медучрежденисенчен пулăшу ыйтнă 186 çынран 6-шне кăна наркотиксемпе туслашнине кура сăнаса тăнă. Ыттисем халĕччен медиксен куçĕ тĕлне пулман.
Çав йышăн 50 проценчĕ _ ниçта та ĕçлемен, вĕренмен çамрăксем.
"Хыпартан"
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)