01 ноября 2014 г.
Аслă Пỹлĕхĕмĕр панă пурнăçа йĕркелесе пырасси чылай чухне хамăртан килет. Вăл пурин те ăнăçлă та кал-кал пултăр тесен вара кашнийĕн хăйĕн тăрăшмалла, пурин валли те кăларнă йĕркене, саккуна çирĕп пăхăнмалла, унтан пăрăнмалла мар. Çакă уйрăмах çул çине рейса тухакан водительсене, çавăн пекех çăмăл автомашинăпа унталла та кунталла ярăнса çеç çỹрекен куштансене те пырса тивет. Ун пек чухне яшкара та кашни ăсмассерен какай турамĕ çакланман пекех, теветкеллĕх пархатарлă ĕç пулмасса та пултарать. Руль умне ларнă водителĕн çул çинчи йĕркесене иккĕ çумне иккĕ хушнă пекех куç хупса пĕлмелле çеç мар, пăхăнмалла та. Анчах шел, пирĕн хушăрах "Шумахерсем" те, мухмăр-сухмăрла çула тухакансем те, пĕчĕк пепкипе чухне хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманнисем тата ыттисем те тĕл пулаççĕ. Çак кунсенче районти ГИБДД сотрудникĕсемпе пĕрле ирттернĕ рейд та çакнах çирĕплетсе пачĕ.
Пасар кунĕ пулнăран, Патăрьелĕнчи автостанци çывăхĕнче çыннинчен ытла унталла та кунталла автомашина куçать. Полици лейтенанчĕ, районти ГИБДД инспекторĕ Н. Тарасов иккĕленỹллĕ автомашинăсене пĕрин хыççăн теприне чарать, документсене, водитель йĕр-кене пăхăннине тĕрĕслет. Республикăра "Дети. Детское удерживающее устройство" операци пынă май, гаишнике çак кун ытларах çул çỹрекенсем ачасен пурнăçĕшĕн мĕн-ле сыхланни кăсăклантарчĕ. Кĕске хушăрах Николай Александрович РФ УКăн 12. 23 статйин 3 пайĕпе килĕшỹллĕн виçĕ протокол çырчĕ. Ку вара шăпах çул çитмен ачасене хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе е вĕсене лартмалли ятарлă креслăпа тивĕçтерменнипе çыхăннă. Саккунпа айăпланакансенчен пĕри _ хĕрарăм, малти ларкăч çине вара 5-6 çулхи хĕр ачине лартнă. Вăл инкек-синкекрен нимĕнпе те хỹтĕленмен. Юрать-ха хальхинче инспектор инкеке сирчĕ темелле. Виçĕ пин штрафне тỹленĕ хыççăн, тен, малашне ун пек теветкеленмĕ.
Нумай пулмасть çеç инспекторсем маршрутлă автобуссемпе те ятарлă операци йĕркелерĕç. Йышлă çынна илсе çỹрекен водительсем те мĕн пур йĕркене пăхăнмаççĕ иккен. Тăватă кунта тăватă çынна тĕрлĕрен статьяпа айăплама тивнĕ. Пăхăнман йĕркесенчен пĕри каллех водитель пиçиххипе çыхăнманни, çутă фарисене кирлĕ пек çутманни, маневр тунă чухне йĕркене пăхăнманни тата ытти те.
Ку чухне пирĕн районта автомашинăсен йышĕ ỹснĕçем ỹссе пырать. Çавăнпа та çул çинчи куçăм та пысăк. Руль умне ларакансемшĕн çулĕ телейлĕ те кĕске пуласси пĕтĕмпех хăйсенчен килет.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)