АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "АТТЕ, КАНĕХВЕТ çИЕС КИЛЕТ"

01 ноября 2014 г.

Садике пуçтарăнакан Илюш малти пỹлĕмре ашшĕпе амăшĕ хирĕçнине пăхса тăрас темерĕ, тỹрех картишне тухрĕ. Килти кашни кунхи ỹкерчĕке хăнăхса çитнĕ вăл: ашшĕ амăшĕнчен пирус туртма 45 тенкĕ ыйтать.

_ Çук манăн, миçе хутчен каламалла. Çăкăр та лавккаран укçа иличчен тесе çыртарса илетĕп,_ тет хĕрарăм.

_ Мĕнле çук, ĕçлен вĕт эс. Ман кунĕпе туртмасăр мĕнле пурăнас?_ сассине хăпартнăçемĕн хăпартать ниçта та ĕçлемен çамрăк арçын.

_ Ĕç шыра. Хăвна пирус туртмалăх ĕçлесе ил-хăть. Мĕншĕн ман сана тăрантарса пурăнмалла. Садик укçи те тỹлемен-ха эпĕ. Сана вара кашни кун тĕтĕм кăларма укçа памалла,_ чун ыратăвне ниçта кайса хураймасть икĕ ача амăшĕ.

Юрать, аслă хĕрĕ çуллахи каникулта, килте çывăрса юлать. Шкулта чухне кашни кун укçа кирлĕ ăна. Надя валли амăшĕ апат хăй пỹлĕмнех хурса хăварать. Атту ашшĕ холодильнике "çутатсах" тăрать, ним хăварми çисе яма пултарать. Ăна хăйĕн хырăмĕ тăранса пултăр. Ачисем мĕн çини, епле тумланни шухăшлаттармасть. Кил-çурчĕ кунран-кун юхăнма пуçлани те нимĕн те мар.

Хирĕçтăру вăйланнăçемĕн вăйланса пынине сиссе Илюш пỹрте кĕчĕ:

_ Атте, манăн та канĕхфет çиес килет. Анчах эпĕ ыйтмастăп вĕт-ха. Аннен укçи ăçтан пултăр? Енчĕкĕ пушах унăн. Ĕнер çăкăр илме пуслăххисене пуçтарчĕ. Хам куртăм, _ пат татса хучĕ пиллĕкри арçын ача ашшĕне хирĕç тăма хăю çитерсе.

Пуçласа пулчĕ ку. Çавăнпа арçын кун пек ỹкерчĕке кĕтменскер, сивĕ куçпа пăхрĕ Илюш çине: _ Эсĕ тата вĕрентсе çỹретĕн-и-ха? Пылак çисен шăлу пĕтет санăн. Шĕвĕркке, мана хирĕç калатăн-и эс?

_ Атте, сан шăлусем çавăнпа çук пулĕ. Пуррисем те сап-сарă. Çăварунтан шăршă кĕрет. Кашни кун эрех ĕçен те пирус туртан. Урăх ним тума та пĕлместĕн,_ терĕ те арçын ача, хăвăртрах урамалла чупса тухрĕ.

Пĕлет вăл, нумай калаçсан ашшĕ ăна чукмар пек аллипе çапма пултарать. Укçа паманшăн амăшне хĕненине тăтăшах курать вăл.

Чăнах та, çук хĕрарăмăн укçа. Пур пулсан юлашки пусне шутласа парĕччĕ вăл куçран çухалтăр тесе. Ахаль те ытти чухне çапла тăвать.

Арçынран аран-аран вĕçерĕнсе тухрĕ Нина ĕçе кайма. Юрать паян патаккине çисе ĕлкĕреймерĕ. Куççуль витĕр утаççĕ вĕсем Илюшпа садике.

Мĕнле сивĕтмелле-ши арçынна эрехпе пирусран? Тухтăрсем патне каймасть. Ĕçе çỹремест. Ĕçнĕшĕн кăларса ячĕç те текех ĕç шырама та шутламасть. Хĕрĕх урлă каçнă арçын килте ларни те намăслантармасть ăна.

В. СМИРНОВА, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш шкулăн кĕçĕн классен учительници

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика