08 ноября 2014 г.
ЧỸК уйăхĕ хура кĕркунне шутне кĕрет пулин те районта пĕр савăнăç хыççăн теприне пайламалли сăлтавĕсем тупăнсах тăраççĕ. Патăрьелĕнчи Çырăнтару керменĕнчи архиври документсем тăрăх сакăр мăшăр хăйсен изумруд туйне паллă тăвĕ. 55 çул пĕр-пĕрне ăнланса пурăнакан мăшăрсем пурте тенĕ пекех пилĕкшер ача çуратса ỹстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă.
Çак уйăхрах çур ĕмĕр пĕрле пурăннă хыççăн сылтăм алăри ятсăр пỹрнене ылтăн çĕрĕ тăхăнтартакансем те пур. Ултă çемьере çак сăлтавпа туй кĕрлĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)