08 ноября 2014 г.
Халăх пĕрлĕхĕн кунне патшалăх уявĕ вырăнне хурса паллă тума пуçлани тахçанах мар. Кăçалхипе ăна тăххăрмĕш хут уявларăмăрĕ
Ноябрĕн 4-мĕшĕнче Тăван çĕр-шывăмăрăн мăнаçлăхĕн никĕсĕ шутланакан уява Патăрьелĕнчи тĕп лапама организацисемпе предприятисенчи ĕç коллективĕсем, администраци ĕçченĕсем, Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕсем пуçтарăнчĕç. Митинга район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, Чăваш Республикин финанс министрĕн çумĕ В. Иванов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ И. Соловьев, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ А. Моисеев тата ыттисем хутшăнчĕç, уяв ячĕпе саламларĕç. Тухса калаçакансем пурте пирĕн çĕр-шыв вăйĕ, тĕрекĕ _ пĕрлĕхре, паттăрлăхра пулнине çирĕплетрĕç.
Уявăн иккĕмĕш пайĕ Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта тата физкультурăпа спорт комплексĕнче малалла тăсăлчĕ. Спортсменсем хăвăрт чупассипе старта тăчĕç, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, ишессипе, шашка-шахматла выляссипе тата ытти енĕпе те маçтăрлăхне кăтартрĕç. Ăмăртусене шкул ачисемпе юнашарах аслă çулхисем те хастар хутшăнчĕç. Çакнашкал спорт тупăшăвĕсем районти ял тăрăхĕсенче те иртрĕç.
Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ Турă Амăшĕн Хусан иконĕн кунĕпе тỹр килнĕрен, районти кашни чиркỹрех çак кун кĕлĕсем ирттерчĕç.
Хамăр корр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)