АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Преми укçи _ ача сачĕ валли

08 ноября 2014 г.

Раççей Федерацийĕн Правительствин ларăвĕнче бюджетсен хушшинчи трансфертсен мелĕпе 3,4 млрд тенкĕлĕх грантсене ĕç тăвакан влаçăн вырăнсенчи органĕсен 2013 çулхи ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне хакланине тĕпе хурса Раççейĕн 20 субъекчĕ хушшинче валеçнĕ.

Рейтинга хатĕрленĕ чухне çак кăтартусене тĕпе хунă: çынсен пурнăçĕн тăршшĕ тата тупăшĕ, ĕçсĕрлĕхе чакарни, вĕрентỹ пахалăхĕ, ачасем тăлăха юласран сыхланмалли профилактика, хута янă пурăнмалли çурт-йĕр лаптăкĕ. Çавăн пекех уйрăм çынсем хывнă инвестицисен калăпăшне, регионсен бюджечĕсене кĕнĕ налуксен тата ытти тỹлев виçине, пĕчĕк тата вăтам бизнес аталанăвĕн шайне, социаллă ыйтăмсем йĕркелесе регионсенче пурăнакансен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнин кăтартăвĕсене шута илнĕ.

РФ Правительстви хакланă тăрăх _ Чăваш Республики пĕтĕмĕшле рейтингра 14-мĕш вырăн йышăннă, куншăн 165 млн та 59 пин тенкĕ грант илĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Министрсен Кабинечĕ тухăçлă ĕçшĕн илнĕ федераци укçине Шупашкар микрорайонсенчен пĕринче ача сачĕ тума ярассине пĕлтернĕ.

"Хыпартан"

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика