08 ноября 2014 г.
Милици старшини, районти çул-йĕрпе патруль службин инспекторĕ, Кивĕ Катек хастарĕ Алексей Васильевич Портнов паян та хăйĕн юратнă мăшăрĕпе, улăп евĕр икĕ ывăлĕпе тата мăнукĕсемпе юнашар пурăнмалли çын. Анчах, синкерлĕ шăпа унăн кун-çулне çирĕм ултă çултах татнă. Вăхăчĕ çĕмрен пек хăвăрт шăвать: унтанпа тăван ял масарĕнче канлĕх тупнă юлташăмăр çинчи чечексем те вăтăр çичĕ хутчен çеçке çурса тăкрĕç, вил тăприйĕ те самай пусарăнчĕ...
Йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем çулсеренех хăйсен ĕçĕпе çыхăннă кирек мĕнле мероприятире те вăхăтсăр уйрăлнă тăванĕсене хисеп туса ура çине тăраççĕ. Служба тивĕçне пурнăçласа паттăрла вилĕмпе куçне хупнă старшина сăн ỹкерчĕкĕпе унăн кĕске кун-çулĕ пирки çырнă сăмахсем районти шалти ĕçсен пайĕн акт залĕнчех çакăнса тăраççĕ.
Хаçат вулакансем Алексей Васильевичăн паттăрла ĕçĕ пирки илтнĕ те, вуланă та пулĕ. Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен органĕн сотрудникĕсен кунĕ умĕн инспектор хăйĕн ĕçри тивĕçне чун-чĕререн пурнăçланине тепĕр хут аса илни те çылăх пулмĕ. Синкерлĕ ĕç Патăрьелĕнче аслă çул хĕресленнĕ вырăнта пулса иртнĕ. Шăмăршă енчен груз турттаракан автомашина йĕркене пăсса килнине гаишник аякранах асăрханă. Старшина ăна чарăнма ыйтса жезла тăратсан та, сигнал парсан та вăл нимĕн курман-илтмен пекех шăхăрттарса иртсе кайнă. Йĕпе-сапаллă, кĕрхи тĕттĕм каçа пăхмасăр милиционер ăна куçран вĕçертмен, хыçран пынă. 3-4 çухрăм çапла хăваласа кайсан, таркăн Кĕçĕн Арапуç çывăхĕнче пылчăклă вырăна кĕрсе ларнă. Ун чухне çулĕсем паянхи евĕр çатма пекех пулман. Çак самантпа усă курса инспектор унăн кабини патне пынă, водителе тухма ыйтнă. Лешĕ каллех пакунлă çынна итлемен, тухма ки-лĕшмен. Унта преступниксем пĕччен çеç те пулман иккен. Виççĕн тан! Тĕрĕслĕхпе чăнлăхшăн хыпса çунакан гаишник виçĕ йăх-яха хирĕç те çирĕппĕн калаçнă, йĕрке пирки ăнлантарнă. Усал çынсене, паллах, çакă килĕшмен. Арçынсем А. Портнова тапма, çапма, хĕнеме пуçланă... Тан мар çапăçура старшина сывă юлайман. Çак каçхине унăн чĕри тапма чарăннă. Çеçке пек хитре вăхăтра икĕ ачипе пĕччен тăрса юлнă мăшăрĕ, Валентина Алексеевна паян кун та нихçан пирчейми çак йывăр хуйха пуçран кăлараймасть. Тăватă çул çеç мăшăрлă пурнăçпа савăнса юлайнă вăл. Хальхи вăхăтра вара чи çывăх çыннин çутă сăнарне, ытарайми кăмăлĕпе ĕçченлĕхне, сăпайлăхне ачисемпе мăнукĕсенче курать.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)