08 ноября 2014 г.
Чăваш Енĕн кăнтăр пайĕнче пурăнакансем мĕн авалтанах тутарсемпе çывăх. Ĕлĕкрех ку тăрăхри хăш-пĕр ялсем Хусан кĕпĕрнине кĕнĕрен пĕр уесрах, вулăсрах е уйрăм ялтах тутарпа чăваш кỹршĕ-аршăллă, лайăх хутшăнура пулнă. Çавна май чăвашсем, уйрăмах анатрисем "Хусан чăвашĕсем" юрăпа ташă ансамблĕ çуралсанах коллектива хăйсем патне йыхравлама васкарĕç. Тỹрех калас пулсан, вĕсен пĕрремĕш концерчĕсемех (виçĕм çул вĕçĕнче гастроле килнĕччĕ ) çĕр-çĕр çынна _ çамрăккине те, ваттине те _ тыткăнларĕç.
- Хальхинче чăваш тусăмăрсем патне пачах çĕнĕ программăпа каятпăр, _ тесе пĕлтерчĕ ансамбль ертỹçи Алексей Наумов.
_ Вăл содержани енĕпе те, кĕвви-тытăмĕ, янравĕ енĕпе те хăйевĕрлĕхпе уйрăлса тăрать. Артистсен, музыкçăсен ăсталăхĕ çĕнелсе, лайăхланса çĕнĕ шая çĕкленнине палăртас килет.
_ Çапах та, эсир мĕншĕн хăвăр ушкăна "Хусан чăвашĕсем" тесе ят панă? Чăвашсем час-часах творчество коллективĕсене чечек, тĕрлĕ ỹсен-тăран е шыв-шурпа уçланкă, чăн-чăн илем ятне параççĕ те.
Чи малтанах, хамăр чăннипех Хусантан иккенне палăртас терĕмĕр. Тепĕр енчен, Хусан Атăл тăрăхĕнчи чăвашсемшĕн яланах пĕлтерĕшлĕ пулнине шута илтĕмĕр. Çак хулара ĕлĕк касси-кассипе (халĕ урамсем тетпĕр ĕнтĕ) чăвашсем пурăннă, унтах Н. В. Никольский 1906 çулта чăвашсен "Хыпар" хаçатне никĕсленĕ. Хулара ĕлĕкренех чăвашсем нумайăн пулнине (халĕ те, статистика çирĕплетнĕ тăрăх, эпир вунă пине яхăнăн) шута илтĕмĕр. Çапла майпа эпир хамăр пурри, чĕрри тата чăвашлăха манманни çинчен çирĕппĕн пĕлтерес терĕмĕр.
_Анчах чылайăшĕ эсир чăваш эстрадинче сайрарах курăнни пирки пăшăрханнине систерет...
_ Ку пирĕн юрăçсем, Марсо гитариста шутламасан, харкам хăй çăкăрне ытти çĕрте ĕçлесе илнипе çыхăннă. Çапах та пурте чун туртнипе тата кашнинчех хăйне майлă вăйлă сасă, талант тапса тăнăран халăха хăйсен пултарулăхне кăтартма туртăнать. Эпир _ ỹнере чунтан юратакан, пурте ятарлă музыкăпа культура пĕлĕвĕ илнĕ специалистсем...
Анчах пире хăна-вĕрле пухнă çĕрте е ытти корпоративсенче тĕл пулаймастăр эсир. Çав вăхăтрах халăх çинче хамăра кăтартас, Хусанпа Тутарстан культурипе, йăли-йĕркипе, юрри-ташшипе паллаштарас туйăм пысăк пирĕн. Çавна май пи-рĕншĕн фонограмма _ пачах ют. Эпир сцена çине чăн юрăпа, харкам хăй сассипе, чăн инструментсем хамăр алăра, куракан куçĕ умĕнче янăранипе тухатпăр. Куракан чи малтанах çакна хакланине пĕлнĕрен. Çавна май ỹнере, культурăна чунпа юратакансем пирĕн концертсене пынă чух билетшăн хаклашса тăмаççĕ. Хамăр та çакăнпа килĕшетпĕр. Эпир ытти çĕрте ĕçленĕрен, гастроле "укçа çапма" мар, итлекен-куракана чăн-чăн киленĕç, кану тупма пулăшас, савăнтарас туйăмпа тухатпăр.
_ Мĕнле çĕнĕлĕхсем тĕп вырăнта çĕнĕ программăрта? _ Паянхи çамрăксем хушшинчи хутшăнусем, чăн юратупа хуравсăр ыйту-туйăмсем, иртнипе пуласси. Петĕр Хусанкай е Валентин Урташ çырнă е вĕсен тăрăхĕнче сыхланса юлнă кĕвĕ-юрăсем... Шупашкар çывăхĕнче пурăнакан Валерий Раштавăн пысăк туйăмлă, тарăн шухăшлă, хăйне евĕрлĕ сăввисене тĕпе хурса хывнă тунсăхпа юрату çинчен çырнисем, пирĕн шутпа, питех те лайăх.
А. ТИМОФЕЕВ калаçнă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)